Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КӖР МĂНТĂРӖ»: ПӖТӖМЛЕТӲ

Вулакансем ыйтнипе хаçатра кăçал та «Кӗр мăнтăрӗ» сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттертӗмӗр. Пӗлтӗрхи пекех хальхинче те  питӗ хастар хутшăнчӗç хаçата вулакансем çак конкурса. Вун-вун сăнӳкерчӗк ярса пачӗç редакцие. Тавах пурне те! Акă ӗнтӗ конкурса пӗтӗмлетме те вăхăт çитрӗ. Конкурс комиссийӗ сăнӳкерчӗксене хакласа çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Вӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.

5-мӗш вырăн
Татьяна Юркина (Пăва районӗ, Альших) – 36 № (17.09.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

4-мӗш вырăн
Инна Дубкова (Пăва районӗ, Тутиел) – 41 № (22.10.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн
Вера Николаева (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел) – 42 № (29.10.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
Елена Фомина (Çарăмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел) –  43 № (03.11.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
Клавдия Юдина (Теччӗ районӗ, Кушкуй) – 45 № (19.11.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
 
2-мӗш вырăн
Татьяна Ермилова (Ульяновск облаçӗ, Чăнлă районӗ, Аслă Нагаткин) – 45 № (19.11.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;
Ольга Петухова (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрел) – 44 № (12.11.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн;

1-мӗш вырăн
Ирина Кокшова (Элкел районӗ, Пасарлă Матак) – 43 № (03.11.2021) пичетленнӗ сăнӳкерчӗкшӗн.
Çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! Редакци 1-мӗш вырăншăн элитлă пахча çимӗç вăрлăхӗсем, 2-мӗшӗшӗн – пахча çимӗç вăрлăхӗсем, 3,4 тата 5-мӗш вырăнсемшӗн чечек вăрлăхӗсем парнелет. Çавăн пекех кашни çӗнтерӳçе нумай пулмасть кун çути курнă «Шурăмпуç» журнал та парнелетпӗр. Парнесене почта урлă ярса паратпăр.
Редакци.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев