Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кризис вăхăтӗнче бизнеса улăштарса тупăшлă пулма вӗрентеççӗ

Форум ноябрӗн 11-12-мӗшӗсенче онлайн-марафон форматӗнче иртет

Тутарстанри бизнесменсене предпринимательсен социаллă йышăнăвӗсен «РИТМ» инклюзивлă форумра хутшăнма чӗнеççӗ. Мероприятине коронавирус пандемии вăхăтӗнче социаллă усламçăсем тӗл пулнă йывăрлăхсене халалланă. Çакăн çинчен ăна йӗркелекенсем пӗлтереççӗ.  

Форум ноябрӗн 11-12-мӗшӗсенче онлайн-марафон форматӗнче иртет. Ăна «Пӗчӗк, вăтам предпринимательство тата усламçăсен пуçарăвне тӗрев парасси» наци проектне пула йӗркелеме май килнӗ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – кризис тапхăрӗнче социаллă предпринимательсене тӗревы парасси.

«Антикризислă управленин чи лайăх специалисчӗсем, улшăнусен управляющийӗсем çак форума пухăнӗç. Форум социаллă усламçăсене ӗçлекен инструментсемпе тата кризис вăхăтӗнчи управленин меслечӗсемпе паллаштарӗ, пандеми вăхăтӗнче сиксе тухнă йывăрлăхсене татса памалли çул-йӗресуйласа илме пулăшать», – тесе шантараççӗ ăна йӗркелекенсем.

Мероприятире экспертсене калаçтараççӗ, ăнăçу тӗслӗхӗсене тата мастер-классем кăтартаççӗ. Çӗнӗ формат хутшăнакансен географине сарма пулăшать, вӗсене кризисран тухнин ăнăçлă тӗслӗхӗсемпе паллаштарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев