Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗрхи бал

Ҫакна паянхи пурнӑҫпа танлаштаратӑп та, пирӗн ачасем райра ӳснӗн туйӑнать

1993 ҫул. Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулӗнче Осенний бал. Аслӑ класрисем медляк тӑшланӑ май, пӗрремӗш этажри коридорта урайне сарнӑ вӗрене ҫулҫисем чӑштӑртатаҫҫӗ. Килте 60 ватлӑ лампочкӑсене пастӑпа пӗветсе тунӑ светомузыка пӗр кӑвакӑн, пӗр симӗсӗн ҫутатса илет, пирӗн ҫири спорт костюмӗсем пекех. Шкул формине ӗнтӗ никам та тӑхӑнмасть.
Тулта тӗттӗмлененнӗҫем, арҫын ачасем хӑюлланса пыраҫҫӗ. Двухкассетникран Татьяна Буланова ӗсӗклет, ун альбомӗ пирӗн яла ҫитнӗ кӑна-ха: "Закрыв глаза, снова вспомню все, что было тогда..." – тӑсӑлать лӑпкӑ юрӑ. Яла 10-11-мӗшне шемексем те вӗренме килнипе кӗрхи уявра ҫын нумай. Тулта ҫумӑр ӳккеле пуҫларӗ, ӑсатма каймалла мар-тӑр никама та, пылчӑкланни кӑна. Пурпӗр кӑмӑла каяканнисем ҫук кунта, леш хӗр темшӗн килмерӗ...
Ырана валли уроксем тумалла мар.  Валери Иваныч Пӑвана кросс чупма илсе каять, виҫӗ километр. Пӑнччи Ира каллех пуринчен те иртсе кайса намӑс кӑтартать пуль ӗнтӗ...
Пире, 1970-мӗш ҫулсен вӗҫнелле ҫуралнисене тӑхӑрвуннӑмӗшсем ҫапларах аса кӗрсе юлчӗҫ. Самана кашни кун улшӑнатчӗ. Шкултан вӗҫсе тухма хатӗрлекенскерсем, ҫӗнӗ пурнӑҫра пире мӗн кӗтнине эпир пӗлмен, паллах. Чечня вӑрҫи, лавккара банкӑпа спирт сутаҫҫӗ, укҫа йӳнелни, тавар чекӗсем, ҫуклӑх... Ҫакна паянхи пурнӑҫпа танлаштаратӑп та, пирӗн ачасем райра ӳснӗн туйӑнать.
Манпа пӗрле ӳснисенчен нумайӑшӗ ҫук ӗнтӗ: Раиф подделка эрехпе наркӑмӑшланса вилчӗ, Чашкӑ Сашшук салтакран таврӑнсан ҫакӑнчӗ, Антун Игорь та. Ваҫа Куляпа Чашкӑ Юрик, Эпти Рӗстем аварисене лексе вилчӗҫ, Прувур Сашшукпа Альберта хӗнесе вӗлерчӗҫ, Сулахай Сашшукпа Мифоди Вова эрехпе сӑрана пула ӑсанчӗҫ, Анкӑль Олег тата... Ку пӳркелсем кӑна-ха. Ман ӳсӗмри ачасем.
Хытӑ лӑскарӗҫ пире тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем, аса илмелӗх пур. Таня Буланован ун чухнехи юррисене итлесен, куҫ умне ҫав шухӑшсӑр вӑхӑт тухса тӑрать, ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх. Мӗнле пулсан та, вӑл пирӗн. Радиоран е телевизортан хӑлхана кӗрсен, ун юррисене кунӗпе ӗнӗрлесе ҫӳретӗп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

https://youtu.be/h4kQV0cZ4W0