Сувар

Кӗрхи каникулсем умӗнхи лару-тӑру

Аса илтеретпӗр, енчен те чире пула вӗренекенсенчен 20% занятисене килмеҫҫӗ-тӗк, класа дистанцири вӗрентӳ ҫине куҫараҫҫӗ.

 

ОРВИ-не пула Тутарстанра 38 клас шкула ҫӳремест. Ҫакӑн ҫинчен "Татар-информ" агентствори пресс-конференцире ТР Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
"Пурӗ 38 класа тата 942 вӗренекене ыттисенчен уйӑрнӑ, – палӑртнӑ спикер.
Распираторлӑ вируслӑ ҫивӗч инфекцисене пула Хусанти 33 клас, Тури Услонри 4 клас, Лениногорск районӗнче 1клас вӗренекенӗсем килӗсенче пӗлӳ илеҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, енчен те чире пула вӗренекенсенчен 20% занятисене килмеҫҫӗ-тӗк, класа дистанцири вӗрентӳ ҫине куҫараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: