Кӗрхи призыв вӑхӑтра пуҫланать, вӑхӑтра вӗҫленет
Кӑҫал 40 ҫамрӑк альтернативлӑ майпа хӗсмет иртесшӗн. ТР Ҫар комиссариачӗн хӗрӳ линийӗ – 8(843)221-60-06.
Октябрӗн 1-мӗшӗнчен черетлӗ призыв кампанийӗ пуҫланнӑ
Кӗрхи призывра ҫамрӑксене ҫар хӗсметне 2021 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗчченех илӗҫ.
Официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, кӑҫалхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа декабрь уйӑхӗн вӗҫӗччен Тутарстан Республикинче ҫара 3000 ытла ҫын каймалла.
Хальхи вӑхӑтра каччӑсем район больницисенче медицина тата призыв комиссийӗсене иртеҫҫӗ. Унта яшсем ҫар хӗсметне хатеррипе хатӗр маррине палӑртаҫҫӗ.
Никрутсем ҫӗнӗ коронавирус инфекцине ан ертчӗр тесе хальхи призыв кампанине санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнса йӗркеленӗ. Призыв пункчӗсем октябрӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Никрутӑн организмӗнче коронавирус инфекцийӗ пулмасан тин ӑна ҫара илӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев