Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КӖРӖКЛӖ ЧĂХ» САЛАТ

Верук тӗпелӗ

Чăх ашне пӗçермелле те сивӗнсен турамалла. Ананаса пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла. Пиçнӗ çăмартана шуратмалла та шуррипе саррине уйăрмалла, уйрăмшарăн теркăпа хырмалла. Сыра та теркăламалла. Хатӗр ингредиентсене креманка çине сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла, кашнинех соуспа сӗрмелле: чăх ашӗ, ананас, вӗтетнӗ мăйăр, çăмарта сарри, çăмарта шурри, сыр. Çиелтен салата гранат пӗрчипе тата ананас касăкӗсемпе илемлетмелле.

350 г чăх ашӗ, 3 çăмарта, 200 г консервăланă ананас, 200 г сыр, 50 г мăйăр (кешью е аçтăрхан мăйăрӗ), гранат; соус валли 100-шер г хăйма тата майонез, кăшт тăвар кирлӗ.

 

КОТЛЕТ – ЧĂХ АШӖНЧЕН

Чăх ашне мясорубка витӗр кăлармалла. Çăмарта, специсем, 1-2 кашăк вӗтетнӗ сухари, тăвар хушса лайăх пăтраштармалла та котлетсем тумалла. Котлетсене çă­нăх çинче йăвалантармалла, лайăх лăканă çăмарта çине чиксе кăлармалла, унтан вӗтетнӗ сухари çинче йăвалантармалла. Çу çинче икӗ енчен те ăшаламалла. 

500 г чăх ашӗ, 2 çăмарта, 150 г вӗтетнӗ сухари, 1 кашăк çăнăх, ăшалама ирӗлтернӗ услам çу, специсем, тăвар кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев