Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗркунне çывхарнăçем пуçлăхсем çулçă пек тăкăнаççӗ

Сентябрьти суйлавсенче çӗнтерсе малалла ӗçлеме Николаева кăна мар, кирек хăш ертӳçӗне те шанчăклă команда кирлӗ

Чăваш Республикикн Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн çумне-экономка аталанăвӗпе пурлăх хутшăнăвӗсен министрне Иван Моторинăн отставкине йышăннă.

47 çулти Иван Борисович Моторин республика правительствинче виçӗ пуçлăхпа ӗçлесе курнă опытлă çын. Кăçал февральте Олег Николаев Премьер тивӗçӗсене хăй çине илсе ăна экономика министрне куçарчӗ.    

Чăваш Енре кивӗ команда улшăнса пырать пулмалла. Нумай пулмасть Вăрмар районӗн пуçлăхӗ Андрей Васильев хăй вырăнӗнчен кайни çинчен пӗлтӗмӗр. Унăн отставкине июлӗн 17-мӗшӗнче район депутачӗсем йышăннă.  
Нумай пулмасть Улатăрăн сити-менеджерӗ Владимимр Степанов та хăй вырăнӗнчен кайнă.
Сентябрьти суйлавсенче çӗнтерсе малалла ӗçлеме Николаева кăна мар, кирек хăш ертӳçӗне те шанчăклă команда кирлӗ. Июлӗн 23-мӗшӗнче вăл Чăваш Республикикн Тӗп суйлав комиссине ЧР Пуçлăхӗн суйлавне кандидат пулса хутшăнма документсем панă. Мӗн пур кандидатăн «муниципаллă фильтртан» иртмелле, муниципаллă йӗркеленӳсен представитель органӗсен депутачӗсенчен 263 нотариаллă майпа çирӗплетнӗ алă пуснине пуçтармалла, çав шутра 55 депутат район е хула округӗнчен пулмалла. Ку – парти кандидачӗсен.

Олег Николаев вара самовыдвиженец. Ун пек кандидатсен 4632 подпись пуçтармалла. Николаев суйлав комиссине 5095 подпись илсе килнӗ, вӗсенчен 1158-шӗ патшалăх тата муниципаллă услугăсен порталӗнчен илнисем. Чăваш Ен кунашкал суйлав процедурине ирттерессире пилотлă регион шутланать. Тӗп суйлав комиссийӗн алă пуснисен чăнлăхне тӗрӗслеме 10 кун пур.

Сентябрьччен Чăваш Республикинче тата отставкăсем е çук – калама йывăр.
ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев