Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗркуннехи сесси ӗçе пуçăнать

Парламентăн кӗркуннехи сессийӗ сентябрӗн 14-мӗшӗнче уçăлать – 46-мӗш ларăвӗнче Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов Патшалăх Канашне çулсерен чӗнсе калассипе тухать.

Кӗçнерникун ТР Патшалăх Канашӗнче парламент Президиумӗн ларăвӗ иртнӗ. 6-мӗш созывăн харăсах икӗ ларăвне ирттересси пирки сăмах пынă унта. Парламентăн кӗркуннехи сессийӗ сентябрӗн 14-мӗшӗнче уçăлать – 46-мӗш ларăвӗнче  Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов Патшалăх Канашне çулсерен чӗнсе калассипе тухать.

Çак кунах патшалăх Канашӗнче парламентăн 47-мӗш ларăвӗ иртет. Комитетсен сӗнӗвӗсемпе унта 18 ыйту пăхса тухма йышăннă. Çак шутра республика законӗсен 12 проекчӗ тата пӗр федераллă закон проекчӗ кун йӗркинче.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество