Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КӲРШӖ ЕННЕ ЧӲРЕЧЕ КАСМА ЮРАТЬ-И?

Нумай пулмасть «Сувар» хаçатăн Инстаграмри аккаунтне С.З.-ран çапларах ыйту килчӗ: «Сывлăх сунатăп, сирӗнпе канашласа илме юрать-ши? Ман ыйту çапларах: Кӳршӗсем çурт тума пуçларӗç. Ман енне чӳрече касрӗç. Законпа кун пек юрать-и? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн, атту çынсем кӳршӗ енне чӳрече тума юрамасть теççӗ, чикӗ пур çавах та»

Хисеплӗ С.З.! 2004 çулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче йышăннă «Раççей Федерацийӗн хула строительствин кодексӗ» 190 № Федераллă законăн (2021 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче улшăнусемпе тата хушăмсемпе вăя кӗнӗ) «Харпăр кил-çурт строительстви е сад çурчӗ  объектсен планри строительстви е капиталлă юсавӗ пирки пӗлтересси çинчен» калакан 51.1 статйипе килӗшӳллӗн, кӳршӗ енне тухакан стена çинче чӳрече тума юранипе юраманни çинчен калакан пункт çук. Ку чухне Раççей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗнче индивидуаллă кил-çурт пирки калакан çак нормăсене аса илер. Пӗрремӗшӗ: харпăр кил-çурт объекчӗн виçӗ хутран (этаж), унăн çӳллӗшӗ 20 метр­тан ытла пулмалла мар. Иккӗмӗшӗ: çӗрпе усă курасси тата муниципалитетсен застройкисем. Унта сăмах палăртнă çӗр чиккисене тимлӗхре тытасси   çинчен пырать. Çурт лартнă чух чикӗрен мӗнле хутлăхра объекта лартма юрать. Калăпăр урам тăршшӗпе иртекен чикӗрен пăрăнмалли виçе – 5 метр, кӳршӗсен, тăкăрлăксен хушшинче 3 метртан сахал пулмалла мар.
Кӳршӗ енне тухакан чӳрече пирки вара пӗр сăмах та çук. Енчен те çын хăй çуртне норматив­сене пăхăнса лартнă пулсан вăл хăй çуртӗнче  миçе чӳрече, хăш енне тумаллине хăй йышăнать.
Ку чухне сирӗн пӗр вариант: чӳрече пит кансӗрлесен кӳршӗпе мирлӗ калаçасси. Ăна чӳрече сире кансӗрленине, епле те пулин чăрмав кӳнине аргументсемпе лайăх, вăрçăнмасăр ăнлантарăр. Мӗнле калас, хăвăр хушăра мирлӗ килӗшӳ тăвăр.
Редакци.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев