Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КӲРШӖ РАЙОНСЕНЧЕН ТЕ ХУТШĂНАÇÇӖ

Виталий Тимирясов профессора халалланă турнир кăçал 8-мӗш хут иртрӗ Иртнӗ эрнекун шашка-шахмат вăййине кăмăллакансем Аксури В.Г.Тимирясов ячӗллӗ 1№ шкула пуçтарăнчӗç. Виталий Тимирясов профессора халалланă турнир кăçал 8-мӗш хут иртрӗ. Шкул 120 ытла вăйăçа йышăнчӗ. Турнира пуçарса яраканӗ, çулсерен йӗркелекенӗ Виталий Гайнулловичăн ӗçне малалла тытса пыраканӗ, хӗрӗ, Хусанти инноваци университечӗн ректорӗ Асия Витальевна Тимирясова. Судьясем турăн çӗнтерӳçисене палăртнă вăхăтра эпир Асия Витальевнăпа тӗл пултăмăр.

– Хăçан, мӗнле пуçланса кайрӗ шашка-шахмат турнирӗсем ирттересси?

– Ку 8 çул каялла пулчӗ. Пӗрремӗш хут 2014 çулта ирттертӗмӗр. Виталий Гайнуллович Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ. Тăван енне питӗ юрататчӗ. Çак шкулта вӗренсе пӗлӳ илнӗ. Çавăнпа турнира ăçта ирттересси пирки тӳрех шутласа илнӗ.

– Турнир район шайӗнче иртет-и?

– Малтан чăнах та çаплаччӗ, район шайӗнче çулсерен ирттерме йышăннăччӗ. Анчах унăн ячӗ таврана сарăлчӗ, турнира кӳршӗ районсенчен те килеççӗ. Паян кунта Нурлат, Чис­тай, Алексеевски, Çӗнӗ Шуçăм, Çарăмсан районӗсен командисем хутшăнаççӗ. Çулсерен турнир географийӗ сарăлса пырать.

– Турнира хутшăнакансем камсем? Шкул вӗренекенӗсем? Ытларах арçын ачасем? Интеллект шайне тӗрӗслесе вăй виçес текен хӗрачасем пур-и?

– Хӗрачасем те, арçын ачасем те хастар хутшăнаççӗ. Шучӗпе илсен пӗр пекех тесе калас килет. Турнира хутшăнакансен çулӗсене пăхма интереслӗ: чи кӗçӗнни 6 çулта, чи асли... Выляма кăмăлӗ пулсан хуть миçе çултине те йышăнатпăр. Пӗлтӗр чи асли 82 çултаччӗ, çак шкулăн вӗрентекенӗ Геннадий Александрович Горбатов. Вăл нумай çул ку турнира судья пулса хутшăннă. Кăçал судьясене улăштартăмăр. 

– Судьясем камсем?

– Шкулта шашкăпа шахмат секцийӗ вăйлă аталаннă. Геннадий Валерьевич Горбунов тӗп судья. Хăй те вăйлă шахматист, авторитетлă тренер, ытти шахмат шкулӗсемпе те тачă çыхăну тытса ӗçлет.

– Турнирта çӗнтерекенсене парнесем парассине мӗнле йӗркеленӗ?

– Çулӗсене кура кашни категорире виçӗ çӗнтерӳçӗ. Вӗсене дипломсем паратпăр тата университетран кашни çӗнтерӳçе укçа парса хавхалантаратпăр, кăçал кăшт ӳстертӗмӗр суммăна: I вырăншăн 3 пин тенкӗ;  II вырăншăн 2500 тенкӗ;  III вырăншăн 2 пин тенкӗ. 

Хăшӗшӗн çак укçа нумай та пулмӗ, анчах 6 çулти шахматистшăн хавхалану ку, малашне те çакăн пек ăмăртусене хутшăнма чӗнекен сăлтав. 82 çултишӗн те выляса илнӗ укçана илме кăмăллă.

* * *

Асия Витальевна хăй Хусанта çуралса ӳснӗ, анчах ашшӗн тăван çӗрне хăйӗнни пек юратать.  

Хусанти инноваци университечӗ Виталий Гайнуллович вӗреннӗ шкула турнир ирттернӗ вăхăтра кăна мар, ытти чухне те тимлӗх уйăрсах тăрать. Е сӗтел-пукан туянма пулăшать, шкул музейне йӗркеленӗ çӗрте те пысăк тӳпе кӗртнӗ. Юсав ӗçӗсенче тӗрев парать. Апла пулин те шкул çуртне çӗнетме çук, çулран çул кивелсе пырать. Çывăх вăхăтра юнашар картишӗнчех çӗнӗ шкул çуртне лартма йышăннă. Паллах, унăн йăли-йӗрки те, ячӗ те çаплах юлӗ.

Шкулта вӗренекенсене университет аслă пӗлӳ илме те пулăшать – кашни çул ППЭ парайнă икӗ çамрăка тӳлевсӗрех вӗренме илеççӗ, хуть мӗнле уйрăма. Вăл студентсене университет хăйӗн укçи-тенкипе вӗрентсе кăларать, стипендисем те тӳлесе тăрать.

Шахматистсен турнирӗнче командăпа выляса кăçал аксусем çӗнтерчӗç. Эпир вӗсене кăмăлтан саламлатпăр. 

 

Татьяна ТАРАСОВА.

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев