Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӳршӗ регионсенче чирлекенсем самай нумайрах

Медиксем лару-тӑрӑва контрольте тытатпӑр теҫҫӗ, ковид-госпитальсенче выртакансем пачах урӑхла ӳкерчĕке сӑнлаҫҫӗ

 

Пирӗн хаҫатӑн сайтне вулакансем хушшинче статистикӑна ӗненекенсем ҫукпа пӗрех, ҫакна эпир йӗркеленӗ ыйтрӑм (опрос) хуравӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Медиксем лару-тӑрӑва контрольте тытатпӑр теҫҫӗ, ковид-госпитальсенче выртакансем пачах урӑхла ӳкерчĕке сӑнлаҫҫӗ.
Мана пӗр ыйту кӑна канӑҫ памасть: регионсем хушшинчи чикӗсене хупман вӑхӑтра мӗншӗн Тутарстан йӗри-тавра вырнаҫнӑ субъектсенче кӑтартусем ҫӳллӗрех, пирӗн ҫаплипех сахал? Паянхи кӑна Ульяновск облаҫӗнче 243 ҫын коронавирус инфекцине ертнӗ, Чӑваш Республикинче 110, Пушкӑртстанра –131, Удмуртире –172, Киров облаҫӗнче – 228, Самар облаҫӗнче –234. Марий Элра кӑна 51 ҫын чирленӗ. Анчах унта 680 пине яхӑн ҫын кӑна пурӑнать, пиртен 5 хут сахалтарах. Ытти регионсенче те халӑх шучӗ Тутарстанринчен сахалтарах. Кӑтартусем вара самай пысӑкрах.
Облаҫсем хушшинчи чикӗсене хупманни  вӑл маскӑ тӑхӑнманнипе пӗрех. Эпир Ульяновск облаҫӗнчен Тутарстана каҫнӑ чухне температура виҫместпӗр, дезинфекци иртместпӗр. Апла-тӑк инфекцие саракансемшӗн (сарма пултаракансемшӗн) нимле чӑрмав та ҫук.
Паянхи кӑтартусем Тутарстанра ҫапларах. 73 ҫынран 9-ӗшне пульницана вырттарнӑ, 64-шне килӗсенче сиплеҫҫӗ.
Хусанта 45, Ҫырчаллинче 6, Элмет, Тури Услон районӗсенче 3-шер, Ҫӳльту, Ҫӗпрел, Саба районӗсенче 2-шер, Азнакай, Апас, Елабуга, Пӑва, Лайӑш, Анат Кама, Тукай районӗсенче пӗрер ҫын чирленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ медиксем.
Вӗсен тӑрӑшӑвне темпалӑртас килет – иртнӗ талӑкра 63 ҫын ковидран сывалнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Согласна с вами на сто!