Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӳршисене кураймасăр çунтарса яма шутланă

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Çӳльту районӗнчи Чепчуги ялӗнче 68 çулти хӗрарăмăн çуртне вут хыпнă

Çуннă вырăна килсе çитнӗ полицейскисем пулса иртнин вырăнне тимлӗн тӗпченӗ, свидетельсене ыйтса пӗлнӗ. ТР ШӖМӗн Пресс-службинче пӗлтернӗ тăрăх, кӗске вăхăтра çурта вут чӗртме пултаракан çынна тытса чарнă. Ку вăл 29 çулти вырăнти çынах пулса кайнă. Арçын хăй айăпӗнчен тунман, вăл кӳршипе хирӗçнипе унăн çуртне вут чӗртни çинчен пӗлтернӗ йӗрке хуралçисене. Унсăр пуçне августăн 26-мӗшӗнче усал тепӗр кӳршине те тавăрма шутланă. Вăл çӗрле 33 çулти медикăн хуралтине те вут чӗртнӗ.  

«Çыннăн пурлăхне юриех сиен кӳни» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă.  

ТР МЧСӗн Пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев