Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Крутушка» – çемье фестивалӗ

Яланхи пекех «Байтик» ача-пăча лагерӗн территорийӗнче 3-мӗш смена вӗçленсен пуçланать «Крутушка».

Хусанта «Крутушка» Халăхсен хушшинчи этно фестиваль ыран, августăн 25-мӗшӗнче ӗçлеме пуçлать. 14 çул хушшинче мероприятин улшăнми йăлисем çирӗпленме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

 Яланхи пекех «Байтик» ача-пăча лагерӗн территорийӗнче 3-мӗш смена вӗçленсен пуçланать «Крутушка». Фестиваль виçӗ кун пырать. Унта хутшăнакан музыкантсем те, суту-илӳ ярмăрккине килекенсем те кашни çулах йышлă. Лагерь территорийӗ шăнăçтарма пултарнинчен те ытла, çавăнпа суйласа илнӗ чух йӗркелӳçӗсен камăн-тăр кăмăлне хăварма тивнӗ. Фестивале курма инçетрен килекенсем те сахал мар. Йӗркелӳçӗсем çакна пӗлсе тăрса вӗсем валли икӗ-виçӗ кун пурăнма условисем те туса панă – кам-тăр лагерь корпусӗнче, чылайăшӗ палаткăсенче çӗр каçӗ.

Йӗркелӳçӗсем «Крутушка» фестивале çемье фестивалӗ теççӗ, чăнах та кунта ачаллă çемьесем нумай. Ытти фестивальсенчен уйрăлса тăракан тата тепӗр йăла – кунта пурте пӗр тан. Артистсем, фестивале курма-итлеме килнисем уйрăлса тăмаççӗ. «Пирӗн столовăйӗнче меню та пурин валли пӗрре», – каласа пачӗç «Крутушкăна» ирттерекенсем журналистсене. Сцена çинче пултарулăхӗпе пурне те тыткăна илнӗ музыкант хăйӗн концерт программи вӗçленсенех ыттисемпе юнашар «зала» анать, ӗçтешӗсене итлет.

Фестиваль яланах мастер-классемпе пуян пулнă. Çӗпрел районӗнчи ентешӗмӗр Наталия Куракина «Крутушкăна» çуллен килетчӗ, пир тӗртессипе интересленекенсене хапăлласах ӗç вăрттăнлăхне кăтартатчӗ. Наталия Николаевнăпа кăçал та тӗл пулăпăр фестивальте. Варган калама вӗренес текенсем те, тамбурла тӗрлеме ӗмӗтленекенсем те шутланисене пурнăçлӗç. Тӳлевсӗр мастер-классем те пур, укçаллисем те. Культурăпа искусствăра пысăк тӗпчевсем ирттернӗ ăсчахсем вулакан лекцисене итлеме те кăсăк.

Халăх кухнисен апачӗсене хатӗрлесе дегустаци тăвас йăла çамрăк, пӗр-ик çул каялла çеç шеф-поварсене чӗнме пуçлани. Вӗсем валли условисем тума ӗлкӗрнӗ те – пысăк вырăс кăмаки  тунă, унта вырăс кухнинчи апатсене те, тутарсен кукăлӗсене те пӗçерме пулать.

Фестиваль мӗнле иртнине «Суварăн» çитес эрнере тухакан номерӗнче вуласа пӗлӗр.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль