Сувар

Крыма каяс тесен... е пулса курнисен сӗнӗвӗсем:

Хура тинӗс хӗррине тахçантанпа кайса курас килетчӗ. Мӗнех, кӗпер пур, машина пур, бензинлăх тупатпăр. Çула! Анчах малтан шутласа хунă пекех пулмарӗ. Кăнтăра çул тытакансене хăш-пӗр асăрхаттарусене шута илме сӗнетӗп:

Хура тинӗс хӗррине тахçантанпа кайса курас килетчӗ. Ачалăхра, Совет Союзӗ вăхăтӗнче, пулса курнă Крымри вырăнсене туртатчӗ чун. Мӗнех, кӗпер пур, машина пур, бензинлăх тупатпăр. Çула! Анчах малтан шутласа хунă пекех пулмарӗ. Кăнтăра çул тытакансене хăш-пӗр асăрхаттарусене шута илме сӗнетӗп:
БЕНЗИН
Халӗ эпир бензин хаклăланчӗ тесе тарăхатпăр. Калас килет: Тутарстанринчен йӳнӗрех бензина эсир Ульяновск облаçӗнче кăна бака яма пултаратăр. Крым енне каякан çул çинчи кашни облаçре унăн хакӗ 1-ер тенке хаклăланса пычӗ. Тӗслӗхрен,  АИ-92 маркăллă бензин хакӗ Саратовра – 41, Волгоградра – 42, Ростовра – 43, Краснодарта 44 тенкӗрен иртет. Крымра хакӗ 46 тенкӗрен те ытларах. Анчах çакă автоçулçӳревçӗсене чаракан япала мар пулмалла, федералă трассăсенче туп-тулли машина. Воронеж урлă та кайма пулать Крыма. Анчах унта та АИ-92 тахçанах 42 тенкӗрен иртнӗ.
ТРАССĂСЕМ
Çул, пӗтӗмӗшле илсен, такăр. Ульяновск, Саратов, Волгоград облаçӗсенче тӗл-тӗл транспорт капланса ларнă вырăнсем пур. Ăçта кӗпер юсаççӗ, ăçта çул сараççӗ. Анчах та çак чăрмавсем реверсивлă каçăсемлӗ, ытла нумаях кӗтсе лармăр. Навигатор вăл «пăкăсен» тăршшӗне, хăш вăхăтра иртессине кăтартса пырать, альтернативлă çулсем сӗнет. Çавăнпа та хăрушах мар. М4 «Дон» федераллă трассăра машинăсен хăвăртлăхне 90 таран ӳстерме ирӗк паракан знаксем тăраççӗ, унта тата хытăрах хăвалама юракан тӳлевлӗ участоксем те пур. Хакӗ çăмăл машинăшăн 50 тенкӗ çеç. Çул çинчи кафесенче 0,5 литрлă тăрă шыв хакӗ çавăн чухлех (е хаклăрах та) тăнине шута илсен, ку нимех те мар пек туйăнать.

АВАРИСЕМ
Анчах та М4 трасса çинче машинăсен хăвăртлăхӗ ытла пысăк пулнипе унта час-часах хăрушă аварисем пулаççӗ. Çак çул çинче чарăнас тесен питӗ асăрханма сӗнетӗп, машинăра хӗрринерех лартăр е май пулсан, посадка (вӗсем тасах мар пулсан та) патнех пăрăнса кӗрӗр. Пурнăç иккӗ килмест. Эпир курнă аварисенчен иккӗшӗ дистанцие пăхăнманнипе пулса иртнӗччӗ. Пӗр вырăнти «домино» 4 машина пуçтарнăчӗ, тепӗр çӗрте – 3. Ростоври радио М4 трасса çинче çул хӗрринче ларакан çăмăл машина çине фура пырса кӗрсе 4 çынна вӗлернӗ тесе хыпарларӗ. Крыма кӗрсен унти çулсенчен тӗлӗнтӗмӗр. Пирӗннисемпе танлаштарсан, вӗсем питӗ те ансăр. Приморское поселокӗнчен Феодосине çити пысăк «пăкăсем» пуçланаççӗ. Кунта кашни кун çул урлă каçакан çынсене таптаççӗ ахăр. Мӗншӗн тесен ансăр çулпа тимӗр шапа хăвăртлăхӗпе шăвакан машинăсене çул хӗррипе иртсе каяс текенсем тупăнаççӗ. Вӗсем газа мӗнлерех пуснине пăхма хăрушă. Пирӗн умрах мотоцикл хуçи çул урлă каçакан хӗре персе ӳкерчӗ. Пӗр кун маларах çак вырăнтах арçынна таптаса вӗлернӗ. Июль уйăхӗнче кăна Феодосси районӗнчи аварисенче 20 çын вилнӗ.

ШОФЕР РЕЖИМӖ

Водительсем нумай пынипе ывăнаççӗ, «пăкăсем» те халтан яраççӗ, климат улшăнни те çан-çурăм çине витӗм кӳрет. Çавăнпа та шофер çумӗнчи çыннăн (эпир ăна шӳтлесе «штурман» е «2-мӗш пилот» терӗмӗр) çывăрмалла мар. Вăл сӳнчӗ-тӗк, водитель те руль умӗнче тӗлӗрсе кайма пултарать. Малта ларса пыракан пассажирăн тӗллевӗ – водителе калаçтарса пымалла е мӗн те пулин каласа памалла. Ку чухне анекдотсен пуххи лайăх пулăшать. Шофер ан ывăнтăр тесен çула лайăх планламалла. Хусантан Крыма çити 2000 километра яхăн. Пӗр кунра ниепле те çитейместӗн. Çавăнпа та шанчăклă машина тата шофер кирлӗ. Вӗсене кашни икӗ-виçӗ сехетрен кантармалла. Калăпăр, эпир Хусантан Ульяновска çитсен пӗрремӗш 15 минутлăх чарăну турăмăр. Унтан Сызраньте, унтан Балаково тӗлне çитсен апат турăмăр. Çапла Саратов, Камышин тӗлӗнче чарăнусем пулчӗç. Водительсене ирӗксӗрлесех зарядка тутарăр, кайран вӗсем сире çакăншăн тав тăвӗç.

ЧАРĂНУСЕМ

Волгоград çывăхӗнчи отельре çӗр каçрăмăр. Таврăннă чухне Волгоград облаçӗнче çул çинче çырса хунă тӗлӗнмелле плакат куртăмăр. Шел, сăн ӳкерсе илме ӗлкӗреймерӗм. Унта çул хӗрринче çӗр каçма чарăнакансене вăрă-хурахсем тапăнма пултараççӗ тесе асăрхаттарса çырнăччӗ. Çул хӗрринчи посадкăсене вараласа пӗтернӗ. Тасатакан çук. Тасатса та пӗтерейместӗн-тӗр ăна çавăн чухлӗ иртен-çӳрен çинче. Паллă заправкăсенче шывлă туалетсем пур. Хăш-пӗр çӗрте сире вӗренӗ шыва хаклă хакпа сутма хăтланӗç. Илме ан тăрăшăр. Çулçӳревçӗсем çинче укçа тăвас текенсем шутсăр нумай. Сире пыл, арбуз, дыня, мăйăр сутма хăтланӗç. Тӗлӗнмелле, анчах пӗр гаишник та чармарӗ çул çинче. Çапах хăвăртлăха виçсе «пӗтӗмлетӳсем тăвакан» камерăсем сахал марччӗ юпасем çинче. Çакна та шута илмелле. Çӗр каçмалли вырăна интернетпа пăхса йышăнса хутăмăр. Нимӗн йывăрри те çук.

ХАТӖРЛЕНӲ
Маршрута малтанах картса хурсан, ăçта чарăнмаллисене палăртсан çул çӳреме çăмăл. «Мана мӗн кӗтет малалла?» – тесе хăраса пымастăн, «çакăнта çитетпӗр те, канатпăр» – тетӗн. Пӗлсе тăрсан. Интернет пулăшать. Анчах та телефона малтанах хатӗрлесе хумалла. Тарифа та улăштармалла, хушма авăрлакан хатӗрсем (поуэрбанк) те пулмалла сирӗн. Çул диллетантсене хӗрхенмест. Çавăн пекех эпир машинарах шыв вӗретекен чейник, икӗ термос, сумка-холодильник тата мини-газплита илсе хутăмăр малтанах. Апата икӗ кунлăх илтӗмӗр. Консерва тата вакуумри çимӗç шăрăхра пăсăлмасть. Крыма машинапа каятăн пулсан, тум нумай илмелле мар. Мӗншӗн тесен çумăртан та, сивӗрен те хӳтлӗх пур кабинара. Кирлине кăна илӗр. Чи кирли – урана тăхăнмалли пушмак меллӗ пултăр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: