Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑшарни репетицийӗ иртнӗ

Ҫарӑмсан районӗнчи Акрелӗнче моржсен фестивалӗ иртнӗ


Фестивале кӳршӗ ялсенчи сивӗ шыва юратакансемсӗр пуҫне Элметри "Айсберг" клуба ҫӳрекенсем те хутшӑннӑ. Вӗсем Тутарстан Республикинчи хӗллехи ишев федерацине кӗреҫҫӗ. Пӑрлӑ шывра 25, 50 метра ишмелли ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Черетлӗ чемпионат нефтяниксен хулинче январӗн 23-мӗшӗнче пулать.
Акрелӗнчи вакӑ вӑрӑм дистанцисене ишмелли мар пулсан та, кӑмӑл тӑвакансем пурте унта чӑмса тухма пултарнӑ. Ыттисемпе пӗрле моржсен ветеранӗ Раиса Квакова та хӗллехи шыв температурине тӗрӗсленӗ. Уявра юрӑ-ташӑсӑр пулмасть. Шыврисемпе, шапасемпе, Хӗл мучипе пӗрле "моржсене" курма килекен  ытти хӑнасем те савӑннӑ. 

Хӗлле шыва кӗме кӑмӑллакансен "Акрель моржӗсем"  клуб хальхи вӑхӑтра Элметри чемпионата хатӗрленет. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев