Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑштах кулӑш – 5

Çӗнӗ çул вăл ман хуняма пекех: кӗтетӗн-и, кӗтместӗн-и – пурпӗрех килет…

 Ача чухне: «Ура-а-а! Часах Çӗнӗ çул!»

Халӗ: «Вăт, эсрел, каллех Çӗнӗ çул!»
* * *
Трасса тăрăх машинăпа вӗçтерсе пыракан арçынна гаишник чарать.
– Мӗншӗн çул-йӗр правилисене пăсатăн?
– Э-э, юлташсемпе Çӗнӗ çул паллă турăмăр. Халь ак, киле, арăм патне васкатăп, çухатнă пулӗ вăл мана, хумханать-тӗр...
– Эс мӗн, ăсран тайăлман пуль те? Мӗнле Çӗнӗ çул?! Май уйăхӗ халь...
– Çавăнпа васкатăп та...
* * *
Çулталăк икӗ пайран тăрать: пӗрремӗш пайӗнче эпир çуллана кӗтетпӗр, иккӗмӗшӗнче – Çӗнӗ çула.
* * *
2059 çул. Декабрь уйăхӗ.
– Эп çамрăк чух Çӗнӗ çул вăхăтӗнче пур çӗрте те шап-шурă юр выртатчӗ...
– Анне, асаттене эмел пар-ха, каллех аташать...
* * *
Пӗр ушкăн Çӗнӗ çул кӗтме хатӗрленет. Пӗр хӗрарăм теприне:
– Эпир сирӗнпе 12 çул каялла Çӗнӗ çул пӗрле кӗтсе илнӗччӗ пулас?
– Темӗн, астумастăп, – хуравлать лешӗ.
– Эп те сăн-питрен çынсене астуса юлмастăп, сирӗн кӗпӗре вара лайăх астăватăп.
* * *
Ак Çӗнӗ çул та çывхарать. Юрататăп Çӗнӗ çула! Пыратăн, тӗслӗхрен, çӗрле урампа утса: «Çӗнӗ çул ячӗпе!» – тесе кăшкăратăн. Сана хирӗç: «Çӗнӗ телейпе!» – тесе хуравлаççӗ. Ытти чухне: «Тунтикун çитнӗ ятпа!» – тесе пăх-ха... «Ут хăвăн çулупа, шавласа ан çӳре!» – теççӗ...
* * *
Ватăлса пынăçем вăхăт çав тери хăвăрт иртнӗ пек туйăнать. Тин кăна Çӗнӗ çула елка лартса пуçтарнăччӗ, каллех çав ӗçе тумалла...
* * *
Çӗнӗ çул вăл ман хуняма пекех: кӗтетӗн-и, кӗтместӗн-и – пурпӗрех килет…

×××
«Ан тыт, ку Çӗнӗ çул валли!» акци декабрӗн 31-мӗшӗнче вӗçленчӗ. Паян, январӗн 1-мӗшӗнче, урăхла акци: «Çи, атту пăсăлать!»
×××
Упăшки Çӗнӗ çул кӗтнӗ май ӗмӗтленет: арăмӗ перекетлӗрех пулма вӗрентӗр, хунямăшӗ ăслăлантăр. Сехет куранчӗ Çӗнӗ çул çитнине пӗлтерсе янрама пуçласан сасартăк арăмӗ телевизора чарать, çуртасене сӳнтерет, сӗтел çинчи коньяка илсе пытарса хурать. Хунямăшӗ вара вырăс-турккă вăрçи çинчен каласа пама пуçлать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев