Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗтерне хулинчи чӑвашсем регионсем хушшинчи форум ирттернӗ

Свердловск облаҫӗн правительстви тата кӗпӗрнаттӑрӗ пулӑшнипе Екатеринбургра "Эткер - Наследие" ятлӑ регионсем хушшинчи II интерактивлӑ форум иртнӗ. Ӑна чӑвашсен тараватлӑхне халалланӑ

Форума йӗркелекенсем – Свердловск облаҫӗнчи Чӑваш культура центрӗ тата Уралти туриндустри союзӗ – унта хутшӑнакансене хӑнасене кӗтсе илсе пӑхассине халӑх культурипе ҫыхӑнтарса пурнӑҫа кӗртессине тӗрлӗ енчен пӑхса тухма сӗннӗ. Шупашкартан ҫак мероприятие "Паха тӗрӗ" фабрика ӗҫченӗсем, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Зинаида Воронова модельер тата ыттисем хутшӑннӑ.

Апат-ҫимӗҫ куравне те хуҫасем тӗплӗн хатӗрленӗ. Форумра Урал тата Чӑваш Енӗн чи лайӑх шеф-поварӗсем халӑх апатне хатӗрлессинче ӑмӑртнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев