Сувар

Кӗтне хӗрринчи тӗлӗнтермӗш

Сасартăк таврари шăплăха шăнкăрав сасси татрӗ: виçӗ лаша кӳлнӗ лавпа çӳллӗ çунапа Хӗл Мучипе Юрпике иртсе кайрӗç. Ахăртнех, аякран, шур упасем патӗнчен килеççӗ. Хаклă йышши шурă тăлăпсем пӗркеннӗ хăйсем. «Çӗнӗ çул ячӗпе саламлатпăр, ăнăçу, сывлăх, телей сунатпăр! 2021 çулта сире питӗ чаплă парне кӗтет! Чăтăмлă пулăр!» – терӗç вӗсем. Эпир хамăр куçа хамăр ӗненмесӗр вăрманта Кӗтне юханшывӗ хӗрринче тăрса юлтăмăр. Кунта çул та çук. Ăçтан тупăннă вӗсем?.. Çӗнӗ çулччен шăп 4 минут юлнă...

Çӗнӗ çул кӗтсе илме упăшка Кӗтне юханшывӗ  хӗррине тăван яла каятпăр тенине пӗртте ӗненес килмерӗ манăн. Хӗлле ăшă хваттертен ниçта та тухма юратман вăл халиччен. Кил «упи». Уншăн веçех янтă пултăр. Çумрах – ăшă вырăнӗ, тутлă апат, телевизор, компьютер, ялан кулса тăракан арăмӗ... 

Нивушлӗ çынсем çапла хăвăрт улшăнма пултараççӗ? Çулла каллех  мӗнле ӳкӗтлесен те тинӗс хӗррине пыма килӗшмерӗ упăшка, мана та ямарӗ. Унта кахалсем кăна канаççӗ терӗ. Эпӗ вара хирӗç нимӗн те калаймарăм. Вара отпускра сарă хăйăр çине выртса хӗвел айӗнче хӗртӗнес ӗмӗтсем путланчӗç. Лёвăпа яланхилле яла кайрăмăр. Вăл хăй те хамăр ялсемех. Унăн ашшӗ-амăшӗ ир вилнипе çурчӗ те çук ӗнтӗ Турикасра. Манăн анне пурăнать-ха, кӗрӗвӗпе хӗрӗ килсен савăнать вара. Эпӗ ултă ачаран чи кӗçӗнни.

 Кӗтне урлă каçса кашни кунах вăрмана çырлана, кăмпана çӳрерӗмӗр, сиплӗ чечек-курăк пуçтартăмăр. Çут çанталăка юратаканскер, мăшăр кунти кашни сукмака, кашни тӗмескене пӗлет. Ăçта мӗнле йывăç-курăк ӳснине тӗшмӗртет çеç мар, сехетшер каласа пама пултарать. Вăрманта ирттернӗ кашни çӗнӗ куншăн ача пек савăнать. Вăл хистенипе кашнинчех отпуска икӗ пая пайласа илетпӗр эпир: çу пуçламăшӗнче тата çурла варринче. Иккӗмӗш пайӗнче Йӗпреç вăрманӗнчи шурлăхлă вырăнсенче кӗтмӗл, хура çырла пуçтарма май пултăр тетпӗр-иç.  Вăрманти ытарайми вырăнсене, вăл çу каçа еплерех ылмашăнса пынине фотоаппарат çине сăнарласа пыратпăр. Пӗртен-пӗр хӗре те киленӗç кӳрекен ӗçе вӗрентрӗмӗр пулас та – вăл паян паллă фотограф. Илемлӗ те пуян тӗнчене, илӗртӳллӗ çынсене сăнарлакан хатӗре аллинчен ямасть.  

 Нихăçан  та уйрăмшар çӳресе курман эпир упăшкапа пӗрлешнӗренпех. Ялан пӗрле. Каçал тăрăхӗнчех Канаша çитмесӗр автобусран сехет маларах анса юлатпăр та алăран алă тытăнса пыратпăр, яла çитиччен юлнă хушша çуран утса тухатпăр, каçа çавах çитетпӗр. Ывăнса, анчах тем пек телейлӗ.  Лёвăпа юнашар нимӗнле тӗттӗм вăрман та, тепӗр чух чуна çурас пек илтӗнекен сас-чӳ те хăратмасть мана. Тем сиксе тухсан та упăшка  хӳтлӗхӗнче лăпкă. Кӗтне урлă каçмалли пур тарăн мар вырăнсене те пилӗк пӳрнине пӗлнӗ пек пӗлет манăн шанчăклă арçын. Кирлех пулсан йăтса та каçарать.

×××

...Çанталăкӗ аван. Уй-хирсем шап-шурă юрпа витӗннӗ. Хулара çак пуянлăх çукпа пӗрех. Урамсем те, нумай хваттерлӗ капмар çуртсем те сăрă та хура. Эпир яла çитнӗ тӗле кăмăл тата пушшех çӗкленчӗ: таврана илемлетсе шап-шурă кăпăшка юр çума пуçларӗ.

Хӗрлӗ тутăрлă анне хӗрӗпе кӗрӳшне урама тухсах саламларӗ. Хăйӗн пурнăçӗнчи 86-мӗш Çӗнӗ çулне ачисемпе кӗтсе илӗ вăл. Телее, пӗччен мар. Миçе ача çуратса та яла юлман çав ăмăрткайăкӗсем. Пурте çуначӗсене сарса вӗçсе тухса кайнă.

Мунча мăрйинчен тӗтӗм палкаса тухать. Ун шăршине ачаранпах ытараймастăп эпӗ.

 – Çӗнӗ çул мӗнле мунчасăр, унăн техӗмлӗ ăшшисӗр пултăр? Наччасрах  юман, хурăн милӗкӗсем пӗçерӗпӗр, ăшшине пама хуняман пыллă ыраш сăрине илӗпӗр, техӗмлӗ курăксем пăшăхлантарса чей ӗçӗпӗр. Ăшши пама тата – матрӳшке, сархăват шывӗ. Юр çинче йăваланма тухăпăр-и? – шухăшӗпе çан-çурăма, чун-чӗрене канăçлăх кӳрекен çуртрах çӳрет  упăшка. – Мунча пуличчен, хӗрарăмсем кухньăра аппаланнă хушăра эпӗ вăрмана илсе каймалли япаласене пуçтарам.

 – Мӗнле вăрмана? – ăнланмарăм эпӗ.   

– Эпир санпа Çӗнӗ çула Кӗтне хӗрринче кӗтсе илӗпӗр. Мӗнлерех илтӗнет! Э!? Ахальтен мар сăвă вулама юрататăп эпӗ. Çырса пăхсан та юрать те, - ахăлтатрӗ вăл.  

Упăшкана тăрук паллаймарăм – поэзи, ӳнер тет. Ялта çуралса ӳснӗ романтика хӗллехи каçхи вăрман илӗртме пуçланă. Хăçантанпа çӳлте вӗçет вăл? Кам пӗлет?

– Итле-ха, Лёва, аташса каймăпăр-и эпир унта, шур упасем тытмӗç-и пире? – ыйтса пӗлме васкатăп кăмăлпах. – Вара пӗртен-пӗр хӗр ашшӗ-амăшӗсӗр юлӗ.

– Ан калаç. Ăçтан пулччăр унта шур упасем? Хамăрăннисем – хурисем. Ан хăра, вӗсем çывăраççӗ... Пирӗнпе пӗрле кашкăрсем, мулкачсем, тилӗсем ташлӗç, – шăл йӗрме пăрахаймарӗ вăл. – Итле-ха, Варя, пирӗн колонка тӗрӗс-тӗкелех-и? Кӗсье телефонӗсем шанчăклах мар сивӗре. Пире вара музыка, юрă-кӗвӗ кирлӗ.

– Мӗн эпир иксӗмӗр ташлăпăр-и? – мăкăртатрăм тӗлӗннипе. – Эсӗ урăлла ăшă пӳлӗмре те ташламастăн. Вăрманта!?

– Шампань эрехӗ вара!? Кам каларӗ сана паян эпир урă пулатпăр тесе. Каçпа эпир вăрман сывлăшӗпех ӳсӗрӗлетпӗр. Шампански хыççăн коньяк ӗçӗпӗр.

– Ну, плансем пысăк сан, Лев Владиславович! Вара ман çыртмаллине нумайрах илес пулать.

– Хатӗрле, хатӗрле. Хула пасарӗнче туяннисене ăшăтма ан ман. Хуняма шăрттанӗ сӗтел патши пулӗ. Шăрттана ун пек тутлă никам та тума пӗлмест.  Çăкăр нумайрах чик. Еплерех кăпăшка çăкăр пӗçеретчӗ вăл ӗлӗкрех, булкăсем. Юрататăп ание. Сăпайлăхӗшӗн, тараватлăхӗшӗн, пултарулăхӗшӗн. Чим, чим ара, парнене пама маннă вӗт. Ăшă кӗпепе шутсăр ăшă тутăр туяннăччӗ ватă валли, – ăшталанчӗ упăшка. Вăл миххе  вутă тултарать. Каçа хатӗрленет.

– Унăн шăм-шакне паян пирӗн ăшă сăмах, эпир унталла-кунталла мӗлтлетсе çӳрени те ăшăтать пуль. Куратăн-и, тӗпелте еплерех кукăль пӗçерет вăл. Тепӗр çамрăкки те ун пек вăр-вар ӗçлеймест, – тетӗп аннен çӗкленӳллӗ кăмăлӗшӗн савăнса. Тем юлашки вăхăтра чирлекелесе тăчӗ-ха. Юрать кӳршӗ ялтан аслă акка килсе çӳреме май тупать. Хăй те текех çамрăк мар.

Мунча кӗрсе тасалнă хыççăн пурте пӗрле сӗтел хушшине лартăмăр. Аккапа йыснана чӗнсе илтӗмӗр. Анне хăйӗн им-çамлă эрехне кăларчӗ.  Тахçантанпах кӗтсе тăрать иккен вăл уяв çитессе.

– Сывлăх сунатăп пурне те. Халиччен курман-пӗлмен мур хăратрӗ пире. Анчах та кӗрешмелле, пурăнмалла, ачамсем, хăвăра сыхламалла. Эсир çамрăк. Пурнăç питӗ евӗклӗ, тутлă. Ăспа пурăнаканнисене юратать вăл. Акă эпӗ 85 çултан иртрӗм. Анчах та мана унта илсе кайма васкамаççӗ-ха. Ку çул вилӗп тенӗччӗ, татах пурăнатăп-ха эпӗ сире тарăхтарса, – терӗ анне пӗчӗк черккине çӗклесе. Тути хӳрипе кулам пекки турӗ вăл, çӗр çинчи чи хаклă çын. – Пехил сире, ачамсем, кӗрӳсем, кăкăр сӗчӗпе пехиллетӗп сире, çăкăрпа.

Анне ялан çапла хăйӗн юратнă пӗчӗк черккипе пӗрре ӗçет те урăх тӗкӗнмест. Кăшт хыпкалать те юратнă вырăнӗ çине телевизор курма кайса выртать.

– Аннеçӗм, ан васка-ха кайма. Ара, ху каламанччӗ-и-ха: унтан, автан авăтман ялтан, курма отпуска та ямаççӗ тесе. Пурăн тархасшăн. Пурăн пире, мăнукусене, кӗçӗн мăнукусене савăнтарса, – терӗ акка пӗвӗпе хăш хушăра пӗчӗкленсе юлнă аннене, хисеплӗ вăрçă ачине.

Аннен тав, пил сăмахӗ пирӗншӗн симпыл евӗр. 

Аккапа йыснана уçăлмалла ялнех леçсех хăвартăмăр. Мӗн унта – çухрăм унта, çухрăм каялла. Халь ӗнтӗ эпир çула пуçтарăнтăмăр. Хутаçсене мӗн кирлине тултарнă. Çанталăкӗ шăп пире валли – 9-10 градус. Кунтан сивӗрех те, ăшăрах та кирлӗ мар пире.

Кӗтне аван шăннă. Пăрлă йăкăр-якăр вырăнсем çукпа пӗрех. Веçех юрпа витӗннӗ. Хунар çути умри çула çутатса пырать, таçта аякрине кăтартать.

Лагерь валли кирлӗ вырăн тупса палатка лартрăмăр. Часах Лёва чӗртнӗ кăвайт хăйӗн хӗлхемӗпе мӗнпур таврана çутатса ячӗ.  Вăрманти ӗмӗрхи юмансем, хырсем, хурăнсем пире Çӗнӗ çулпа «саламларӗç».

Итле-ха, мӗншӗн-тӗр ӗлӗкрех каçхи вăрман мана яланах шиклентеретчӗ, паян кунта та уяв иккен, – терӗм мăшăрăм çумне тӗршӗнсе.

 – Эсӗ мӗнле шутланă? Урăхла пулма та пултараймасть, – шампань эрехне уçасшăн вăл, мана куркасене тăсса пачӗ. – Вăрман хӳтлӗх кӳрет, хăйне ырă сунакана вăл та ырă сунать, хăйӗн лăсăллă мулӗнче çӗр-çӗр вăрттăнлăх упрать.

Абхазире кăларнă шампанские уçса Лёва куркасене тултарчӗ. Чӗнкки туса тутлă эрехпе Кивӗ çула ăсатрăмăр, Çӗнӗ çулччен вăхăт кăшт пур-ха тесе йӗри-тавра пăхса çаврăнма шутларăмăр. Сасартăк таврари шăплăха шăнкăрав сасси татрӗ: виçӗ лаша кӳлнӗ лавпа çӳллӗ çунапа Хӗл Мучипе Юрпике иртсе кайрӗç. Ахăртнех, аякран, шур упасем патӗнчен килеççӗ. Хаклă йышши шурă тăлăпсемпе пӗркеннӗ хăйсем. «Çӗнӗ çул ячӗпе саламлатпăр, ăнăçу, сывлăх, телей сунатпăр! 2021 çулта сире питӗ чаплă парне кӗтет! Чăтăмлă пулăр!» – терӗç вӗсем.

Эпир хамăр куçа хамăр ӗненмесӗр вăрманта Кӗтне юханшывӗ хӗрринче тăрса юлтăмăр. Кунта çул та çук. Ăçтан тупăннă вӗсем?.. Çӗнӗ çулччен шăп 4 минут юлнă.

Кунашкал тӗлӗнтермӗшсем юмахра çеç тӗл пулаççӗ тесе шутланăччӗ! – ниепле лăпланаймасăр ыталарăм эпӗ мăшăра. Вăл телефонпа Раççей Президенчӗн саламне шырать, тупрӗ тинех. Кунта, вăрманта, хумсем çукпа пӗрех.

 Куркара кăпăклă шампань эрехӗ. Упăшка мана тахçанах хатӗрлесе хунă парнине – мерчен хăлха çаккисем – тыттарчӗ те чуптуса илчӗ. Нумаях пулмасть пирӗн мерчен туй пулнăччӗ, ун чух вăл ылтăн-ахах çӗрӗ, шӳлкеме парнеленӗччӗ. Эпӗ те ăна хамăн парнепе савăнтартăм. Сехет – вăхăт иртнине мар, эпӗ ăна килте кӗтнине аса илтертӗр терӗм.

Сехет 12 хутчен шаккасан Лева мана алли çине йăтса илчӗ те тата çӗнӗ  çула кӗнине, хамăра, сывлăха, çемьене упрамаллине пӗлтерсе уçланкăри кăвайт умне йăтса кайрӗ.

 – Итле-ха, маттуркка, эс илтместӗн-и, мана кăна туйăнать-и – таçта кушак çури макăрнă пек, – тӗлӗнтерсех пăрахрӗ мана упăшка.

Хӗл Мучипе Юрпике иртнӗ çул еннелле утса кайрăмăр. Ниçта та пӗр çуна йӗрӗ те курăнмасть.

Кушак çури сасси, чăн та, илтӗнет, анчах хăй ниçта та çук. Кайăк теме – çулла мар. Сасартăк эпир тӗмӗ çумне тӗршӗннӗ шурă çăмхана асăрхарăмăр. Сивӗпе шăнса ӗнтӗркенӗ вăл. Тӳрех куртка ăшне чиксе  ăшăтма пикентӗмӗр.

 – Лева, мулкачсем тухмарӗç пирӗн пата, пакшасем те, ав кушак çури таçтан килсе лекнӗ кунта. Пире Çӗнӗ çулта телей илсе килтӗр вăл,  шурăскер. Икӗ çул каялла качча кайнă хӗрпе кӗрӳ тахçантанпах кӗтекен мăнук парнелеччӗр пире. Эпир санпа аван кукаçейпе кукамай пулăпăр. Çапла-и?

– Питӗ-питӗ аван пулӗччӗ те вӗт! Ача вăл телей! Мăнук – пушшех те! – ăшшăн хуравларӗ вăл.

Эпир вара васкамасăр пуçтарăнса анне килне çул тытрăмăр – тулли телейпе, савăнăçпа, киленӳпе.

Юратнă хӳтӗлевçӗ-арçын вăрманта тупнă кушак çурине ăшă сӗт ӗçтерсе ăшăтнă та ман çума хунă. Çӗнӗ çул мăнук илсе килессе шанса, самаях ӗшенсе иксӗмӗр те тутлăн çывăрса кайрăмăр... 

Елена Аксупи.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: