Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑтра патшан палӑкне Чӑваш Енӗн кӑнтӑр чиккинче уҫнӑ

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗн кӑнтӑр  чиккинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне никӗслекен  Кӑтра патшана халалланӑ палӑк лартнӑ. Унӑн авторӗ - Николай Кондрашкин скульптор

Кӑтра (Котраг) – Аслӑ Пӑлхар патшин Кубратӑн пилӗк ывӑлӗнчен пӗри. 630-710 ҫулсенче пурӑннӑ. Вӑл ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн хасарсем Аслӑ Пӑлхара аркатсан, хӑйӗн ҫыннисемпе Хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ, VII ӗмӗпте Атӑлҫи Пӑлхарӗ ятлӑ патшалӑх йӗркелесе янӑ. Ку патшалӑх монголсем аркатиччен Атӑл тарӑхӗнчи чи вӑйлӑ ҫӗршывсенчен пӗри пулнӑ.

Ҫак палӑка лартса чӑвашсем хӑйсем пӑлхарсен еткерҫисем пулнине кӑтартаҫҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев