Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку çуркунне Тутарстанран салтака виçӗ пин ытла çын каймалла

Çар комиссарӗн сăмахӗсемпе, ку призыва хатӗрленнӗ май, пысăк хатӗрленӳ ӗçӗсене ирттернӗ

Тӗп çар округӗнчи регионсенчен Тутарстан Республики никрутсене салтака ăсатассипе пӗрремӗш пулса тăрать. Çар тене тăракан каччăсен пӗрремӗш ушкăнӗсем кăçалхи майăн 21-мӗшӗнче чаçсене каясси çинчен Тутарстанăн çар комиссарӗ Сергей Погодин генерал-майор каласа панă.

«Никрутсене республикăри сбор пунктне майăн 18-мӗшӗнчен килме пуçларӗç. Командăсем çарсене майăн 21-мӗшӗнче кайма пуçлаççӗ. Çурхи призывра Тӗп çар округӗнчен Тутарстан чи малтан никрутсене çар чаçӗсене ăсатать», – тесе каланă Погодин.

Çар комиссарӗн сăмахӗсемпе, ку призыва хатӗрленнӗ май, пысăк хатӗрленӳ ӗçӗсене ирттернӗ, никрутсене санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхӗ енчен пур енчен те тивӗçтернӗ.

Чаçсене çитсен вӗсем икӗ эрне карантинра ларӗç, унтан тин çамрăк боец курсӗ пуçланать. Çуркунне Тутарстанран салтака 3 пин ытла çамрăк каймалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев