Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку информаци сире кирлӗ пулма пултарать

Кӑсӑклантаракан ыйтусемпе 8 (800) 600-35-15 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать

 

Тутарстанра пурӑнакансем «Персональные цифровые сертификаты» программӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ, унта актуаллӑ IT-компетенцисене вӗренме пулать, тесе пӗлтерет ТР Цифра министерствин пресс-служби.
Регистраци паян, октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫланнӑ. Заявкӑсене илме 18-тан иртнӗ, пенси ҫулне ҫитмен аслӑ е ятарлӑ вӑтам пӗлӳллӗ Раҫҫей гражданӗсем пултараҫҫӗ.
Заявкӑсене цифровойсертификат.рф сайтра йышӑнаҫҫӗ, вӗренӳ ноябрь уйӑхӗнче пуҫланать.
"Цифра экономики" наци проекчӗн «Кадры для цифровой экономики» федераллӑ проекчӗпе килӗшӳллӗн параҫҫӗ ҫынсене цифра сертификачӗсене. Федераллӑ проект 2019 ҫулхи ноябрьте тапраннӑ, унта пилӗк пилотлӑ регион хӑйсен хушшинче 5 пин цифра сертификачӗ пайланӑ.
2020 ҫулта ҫак проекта 48 регион хутшӑннӑ, сертификатсен шутне те темиҫе хут ӳстернӗ. Халӗ цифра экономикин пӗлӗвӗсене 33 пин ҫын илме пултарать.
Вӗренӳ дистанциллӗ е электронлӑ форматпа 72 сехете тӑсӑлать.
Проекта хутшӑнакансем 22 IT направленирен пӗрне суйласа илме пултараҫҫӗ. Курс вӗҫленсен ӑна итлекенсем квалификацине ӳстерни ҫинчен документ илӗҫ.
Поограммӑра хутшӑнас условисем ҫинчен тӗплӗнрех цифровойсертификат.рф сайтра вуласа пӗлме пулать. Унсӑр пуҫне, паянтан Хусанти IT-паркра персоналлӑ цифра сертификачӗсем пирки контакт-центр ӗҫлет. Кӑсӑклантаракан ыйтусемпе 8 (800) 600-35-15 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев