Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку профессие чи чăтăмлисем кăна суйласа илеççӗ

Халь ялсенче ача шучӗ сахалланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавна кура нумай шкулта кӗçӗн классене вӗрентекенсем икшер класс илсе пыраççӗ

Çак уйăхăн пуçламăшӗнче эпир яланах вӗрентекенсене саламлатпăр, мӗншӗн тесен октябрӗн 5-мӗшӗнче вӗсен профессиллӗ уявӗ. Пиртен кашнинех пӗлӳ тӗнчине юратнă учитель илсе кӗнӗ. Шкул пӗтерсен те, нумай-нумай çул иртсен те тăтăшах аса илетпӗр эпир хамăра вӗрентнӗ педагогсене. Ку профессие чи чăтăмлисем кăна суйласа илеççӗ пуль тетӗп, ача-пăчапа ӗçлесси çăмăл ӗç мар вӗт, пӗлӳ парасси – пушшех те.

Кăçалхи лару-тăру вӗрентекенсен чăтăмлăхне тата та ытларах тӗрӗслерӗ ав – иртнӗ вӗренӳ çулӗн юлашки чӗрӗкне шкул ачисем дистанциллӗ майпа вӗренчӗç. Учительсенчен ытларахăшӗ ку мел вӗренекене туллин пӗлӳ пама май памасть тесе шутлать. Шкула килсе куçа-куçăн вӗрентнине, вӗреннине мӗн çиттӗр ӗнтӗ?
– Çӗнӗ вӗренӳ çулне кăçал чиперех пуçларăмăр. Ачасем те, вӗрентекенсем те шкула çӳресе вӗренесшӗн. Çуркунне хăнăхрăмăр пулсан та, каллех дистанциллӗ формата куçасран хăраса тăратпăр, – тет Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел шкулӗн Беловкăри филиалӗнче кӗçӗн классене вӗрентекен Т.И.Бульбова.
Татьяна Ивановна опытлă педагог, 26-мӗш çул ачасене вӗрентет. Çӗнӗ саманара пӗлӳ парас мелсемпе меслетсене хăвăрт алла илсе вӗсемпе туллин усă курма, уроксене интереслӗрех ирттерме тăрăшать вăл яланах. Çак тапхăрта миçе ачана пурнăç çулӗ çине кăларнă-ши Татьяна Ивановна?
Халь ялсенче ача шучӗ сахалланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавна кура нумай шкулта кӗçӗн классене вӗрентекенсем икшер класс илсе пыраççӗ. Т.И.Бульбова та 3-мӗшпе 4-мӗш классене вӗрентет. Икӗ класӗнче те тăватшар ача. Ачасем нумайăн мар пулсан та вӗрентекенӗн ӗçӗ сахал мар. Учителӗн ӗçӗ шкултан таврăнсан та вӗçленмест, килте те урока хатӗрленмелле, ачасен ӗçӗсене тӗрӗслемелле, тӗрлӗ отчетсем çырмалла...​ Апла пулин те, пӗрре те ӳпкелешмест Татьяна Ивановна. Ку профессие чун туртнипе суйласа илнӗ-çке.
Татьяна Ивановнăна та, хаçатăмăра вулакан ытти пур вӗрентекене те çывхарса килекен Вӗрентекен кунӗпе саламлатпăр! Ӗçӗрсем яланах ăнса пыччăр!
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Сăнӳкерчӗк Т.Бульбован
​ харпăр архивӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев