Ку пульницана ыттисем валли тӗслӗхе тӑратма пулать

Медучреждени ыттисенчен балконсем пуррипе уйрӑлса тӑрать. Пациентсем вӗсем ҫине тухса уҫӑлма пултараҫҫӗ
Раҫҫей Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Михаил Мишустин Covid-19 пандемии пуҫланнӑранпа Тутарстана килнӗ. Хусанта вӑл Республикӑри клиника инфекци пульницин иккӗмӗш корпусне тунине Рустам Миннихановпа тата Раҫҫей вице-премьерӗпе Марат Хуснуллинпа пӗрле курса ҫаврӑннӑ.
"Инфекционкӑн" ҫӗнӗ корпусӗн пӳлӗмӗсене курса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра Мишустина медучреждение кӑҫал август уйӑхӗнче уҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ.
15 пин тваткал метрлӑ 4 этажлӑ больницӑра ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Медучрежденире 232 койка пулать. Кирлӗ пулсан, вӗсен шутне икӗ хут ӳстерме май пур.
Медучреждени ыттисенчен балконсем пуррипе уйрӑлса тӑрать. Пациентсем вӗсем ҫине тухса уҫӑлма пултараҫҫӗ.
Михаил Мишустин проекта пурнӑҫлакансене пурне те тав туса строительсен ҫӳллӗ профессионализмне палӑртнӑ.
"Пандемия пирӗн вӑйсӑр енсене кӑтартрӗ, халӗ эпир курни – технологисемпе ӗҫ процесӗсене оптимизацилени. Вӑл 100 кун хушшинче ҫакнашкал объекта тума май пуррине кӑтартрӗ. Ман шутпа, кӑна пӗтӗм ҫӗршыв валли тӗслӗхе тӑратмалла, – палӑртнӑ Мишустин.
Инфекци пульницин ҫӗнӗ корпусне тума 1,7 млрд тенкӗ тӑкаклӗҫ. 1,3 млрд тенкӗ строительствопа монтаж ӗҫӗсене тума, 400 млн тенкӗ – медицина оборудованийӗ туянма каять.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
15 января 2021 - 14:06Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать6100
-
15 января 2021 - 13:56ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖ Тăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.2700
-
15 января 2021 - 12:39Бензин хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра ӳсмелле мар Тутарстанри нефть трейдерӗсем бензин хакне ӳстерме шутламаҫҫӗ2600
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
15 января 2021 - 13:58Михаил Иванович ТРОФИМОВА 80 çул тултарнă ятпа хӗрӳллӗн саламлатпăр!Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан ан татăлтăр1500
-
15 января 2021 - 13:52Чи хаклă мул – анне пурри!Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.1800
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ35800
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.86100
-
13 января 2021 - 19:23Икӗ кун тӑман тустарать Тутарстанӑн Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра ҫул ҫине тухма асӑрханса тӑма ыйтать17501
-
12 января 2021 - 07:22Республикӑра вакцинаци пырать Коронавирусран прививка тӑвас тесен вырӑнти поликлиникӑна шӑнкӑравламалла16100
-
12 января 2021 - 07:50Тиражсем ун чухлӗ ӳсни нумайранпа пулманччӗ Вулакансем пирӗн продукцишӗн тенкӗпе сасӑлаҫҫӗ15902
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика