Ку романсене кашни чăвашăн вуламалла
2024 çул вӗçӗнче Мордва кӗнеке издательствинче Николай Максимовăн «Спасение Европы» тата «Камаево поле» романӗсем кун çути курнă. Иккӗшӗ те чăваш халăхӗн историйӗпе çыхăннă. Кӗнекесене çӗршывра пурăнакан хуть хăш çын та вулама пултартăр тесе вырăсла çырнă.
«Спасение Европы» романра тӗнче литературинче пӗрремӗш хут монголсем Европăна тапăнса килни пирки анлăн çырса кăтартнă. Хайлаври ӗçсем пирки уйрăм çынсен – хансен, кнеçсен, корольсен, купсасен тата ыттисен шăписем урлă каласа панă. Патриотлăх тата сутăнчăклăх, юрату тата курайманлăх, этем хăйшӗн, çемйишӗн, Тăван çӗршывӗшӗн тăрăшни, халăхсем тӗрлӗ тӗнпе, йăла-йӗркесемпе тӗл пулни... Романра историлле фактсемпе усă курнă, историри паллă çынсен сăнарӗсене уçса панă.
«Камаево поле» кӗнекере вара Раççей çыннисен иртнӗ ӗмӗрӗн 20 – 30-мӗш çулӗсенчи пурнăçне çутатнă. СССРта индустриализаципе коллективизаци тапхăрӗ. Чернореченски районӗнче тӗрлӗ халăх пурăнать, вӗсем çӗр ӗçлеççӗ, промышленноçа аталантараççӗ... Пур енчен те кăтартуллă «Гигант» колхоз туса хураççӗ, вăрман хуçалăхӗ те аталанать. Анчах хут çинче кăна тикӗс вăл, чăн пурнăçра вара шăпасем, ӗмӗрхи йăласем арканаççӗ...
Автор шухăшӗпе, çак кӗнекесем пур чăвашшăн та кăсăклă пулма тивӗç.
Николай Николаевич Максимов – журналист, çыравçă. 1970 çултанпа СССР Журналистсен союзӗн, 1982 çултанпа СССР Писательсен союзӗн пайташӗ. Вырăсла тата чăвашла çырать. 12 роман, 20 ытла повесть, калавсемпе пьесăсен авторӗ. Чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарать. Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, тӗрлӗ премисен лауреачӗ. Николай Максимов ырми-канми ӗçӗшӗн нумай наградăна тивӗçнӗ, çав шутра Раççей Писательсен союзӗн «Василий Шукшин» ылтăн медальне те.
Сăнӳкерчӗк наследиечувашии.рф сайтра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев