Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку шăматкун «Россия» форум-куравра Тутарстан Республикин кунӗ пулать

Çитес шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» курав-форумра Тутарстан Республикин кунӗ пулать. Унта республикăн туризм потенциалӗпе хăтлав ирттерсе паллаштарӗç. Курма пынисем Хусанăн историлле центрӗнче пулса курма, тутарсен йăли-йӗркипе паллашма, кунта ӳкернӗ кино курма, наци апатне тутанса пăхма пултарӗç. «Россия» курав-форумри Тутарстан кунне республика Раисӗ Рустам Минниханов уçать.

Тутарстанăн юлашки ултă çулти çитӗнӗвӗсем çинчен культура проекчӗсен зонинче каласа параççӗ. Çакăнтах чăн-чăн тутар туйне те курма пулӗ. 
Раççей кухнин çуртӗнче Тутарстанăн 10 шеф-поварӗ кунӗпех наци апатне хатӗрлеме вӗрентеççӗ. Кăмăл пуррисен пурин те тутлă хур, губадия, зур белиш, талкыш калеве хатӗрлеме вӗренмешкӗн май пур. 


Тутарстанăн туризм енӗпе ӗçлекен команди хăнасене D павильонра кӗтсе илет. Кунта республикăри туроператорсен представителӗсем интересленекенсене интерактивлă наци программисемпе экскурсисем, Кыш Бабайпа Кар Кызы юмахри сăнарсен резиденцине епле çитсе курмалли, юханшывсем тăрăх круиза каймалли, Атăл тăрăх уçăлса çӳремелли маршрутсем пирки каласа парӗç. 


«Хусан Кремлӗ», «Свияжск утрав-хула», «Аслă Пăлхар», Елабугăри музей-заповедниксен директорӗсем те туристсене йышăнмалли майсемпе паллаштарӗç. Кунти санаторисем çинчен те тӗплӗн пӗлме пулӗ, вӗсене çитсе канма путевкăсем те вылянтарма планланă.

 
Презентацисене хутшăнакансем валли асăнмалăх сувенирсем хатӗрленӗ тутарстансем. Сăмах май, сувенир тума вӗренес текенсем валли мастер-классем те пулаççӗ.


Нумай интересли кӗтет ку шăматкун Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» курав-форумра иртекен Тутарстан Республикин кунӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев