Ку субсидие усламçăсене суйласа илсе кăна параççӗ

Ку чухне чи кирлӗ критерий – организацири çын шучӗ çуркуннеренпе чакманни тата налог тӳлессипе парăмсем 3000 тенкӗрен иртменни
РФ Правительствин 2020 çулхи июлӗн 2-мӗшӗнче тухнă 876 номерлӗ постановленийӗ тăрăх, COVID-19 пандемиинчен хур тӳснӗ хăш-пӗр отрасльсене садитарипе дезинфекци хатӗрӗсем туянма пӗр хутченхи субсиди парăнать.
Унта спорт, кану (ОКВЭД 93), физкультурăпа сывату (ОКВЭД 96.04), санаторипе курорт (ОКВЭД 86.90.4), вăхăтлăх пурăнма вырăнсем парас ӗç (ОКВЭД 55), ӗмелли-çимеллипе тивӗçтерес (ОКВЭД 56), килти электронлă хатӗр-хӗтӗре тата компьютерсене юсас ӗç (ОКВЭД 95), япала çăвас тата химчистка (ОКВЭД 96.01), парикмахерскисемпе илем салонӗсен ӗçӗ (ОКВЭД 96.02), ачасемпе аслисен хушма вӗрентӗвӗ ( ОКВЭД 85.41), ачасене кăнтăрла пăхас ӗç (ОКВЭД 88.91) отраслӗсем кӗреççӗ.
Тутарстанра çакнашкал ӗç илсе пыракан субьектсем 32 пин ытла. Паянхи кунта субсидие илме 3142 юридици сăпачӗ заявлени çырса панă. Ку чухне чи кирлӗ критерий – организацири çын шучӗ çуркуннеренпе чакманни. Тата налог тӳлессипе парăмсем 3000 тенкӗрен иртменни. Мӗншӗн тесен дезинфекци хатӗрӗсене туянма организацири пӗр çын пуçне 6500 тенкӗ парăнать, тата пӗр хутчен 15000 тенкӗ. Уйрăм предприниматель çын тара илмесӗр хăй кăна ӗçлет пулсан, ăна пӗр хутчен 15 пин тенкӗ парăнать.
Ертӳçи пӗр хутчен парăнакан субсидие илме заявлени çырса панă вăхăтра предприяти ликвидаци тапхăрӗнче пулмалла мар. Сăмах май вӗсене июлӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа августăн 15-мӗшӗччен кăна йышăнаççӗ.
Субсиди тӗллевлӗ. Ăна еплерех тăкакланине те тӗрӗслекен структурăсем пулаççех.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 января 2021 - 10:52Ҫӗнӗ медцентрта оборудовани те ҫӗнӗ Медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ1600
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать9200
-
26 января 2021 - 17:41Электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳрекенӗн правине суд тавӑрса панӑ Мӗне чарман – ҫавна юрать6300
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8100
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8200
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне9000
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ127600
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.20002
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.19800
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ14600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика