Ку вăхăтра май килнӗ таран ӗлӗкхи плансене пурнăçлама тăрăшмалла
Эрнелӗх гороскоп 16.08 – 22.08
ТАКА 21.III – 20.IV
Ăнăçупа çитӗнӳсен тапхăрӗ. Чун-чӗрере лăпкăлăх хуçаланӗ. Йогăпа, атлетикăпа, ишессипе аппаланма пуçлани сывлăха усă кӳрӗ. Лартнă тӗллевсемпе задачăсене пурнăçлас тесен мӗн пӗлнипе практикăра усă курма тивет. Усăллă сӗнӗве ан вӗçертӗр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрне пысăк япала е куçман пурлăх, калăпăр, çурт е хваттер туянма, ăнăçлă. Предпринимательсен харпăр капитала темиçе хут ӳстерме май пулӗ. Чи хăюллă плансене халӗ пурнăçламасан малашне вӗсем нихăçан та пурнăçланмӗç, çав шутра юрату фронтӗнче те.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çак тапхăрта финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. Çӗнӗ япала туянассине питӗ тӗплӗ шутламалла. Мăшăр е савни хăйне вăйпа итлеттерме тăрсан тарни лайăхрах, тустарнă нервсене йӗркене кӗртме çăмăл мар. Çул çинче тимлӗ пулăр. Ӗлӗкхи туслă çыхăнусене тавăрни малашне укçа-тенкӗ енчен аван пулăшӗ.
РАК 22.VI – 22.VII
Çăлтăрсем шантарнă тăрăх, сире тӗлӗнсе каймалла паха та усăллă сӗнӳ тăвӗç. Ăна ан вӗçертӗр. Нумайăшӗн ӗç укçине ӳстерӗç е лайăх преми парӗç. Ăнăçу çумăртан каймӗ. Анчах хăвăрăн та ал усса лармалла мар.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Мӗн-тӗр çӗннине туянса пурнăçа çӗнетмелли ăнăçлă тапхăр. Ӗçре хăвăра лайăх енчен кăтартсан пуçлăх асăрхамасăр хăвармӗ. Арçынсемпе хӗрарăмсене пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупма йывăртарах пулӗ. Сывлăха çирӗплетес тесен физкультура нагрузки питӗ те кирлӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Ку вăхăтра çав тери хастар пулмалла, унсăрăн ӗçре лартнă задачăсене пурнăçлаймасса пултаратăр. Харпăр пурнăçра пысăк улшăнусем пулӗç, вăл шалти тӗнчене самай улăштарӗ. Диета çине ларни сывлăха усă кӳрӗ. Таврара ырă çынсем кăна пулни кармăна тасатма пулăшӗ.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере питӗ те хăюллă утăмсем тумалла. Маларах усă курнă меслетсемпе проблемăсене татса пама пулмӗ. Йăлт тӗплӗ шутласа тăвăр, ăнăçу сирӗн енче. Канмаллисене тăвансемпе ирттерӗр. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанăç пысăк.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрне уйрăмах пӗчченнисемшӗн ăнăçлă, мăшăр тупса пӗрлешме аван вăхăт. Чи хăюллă ӗмӗтсене пурнăçлама шанăç пулать. Илӗртӳлӗх ӳснипе пурте сирӗн пата туртăнаççӗ. Шăпа та нумай ырă кӗтменлӗх хатӗрлет.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку вăхăтра май килнӗ таран ӗлӗкхи плансене пурнăçлама тăрăшмалла. Арлă-арăмлă, савниллӗ хутшăнусем питӗ те çӳллӗ шайра. Чирлеме пултаратăр, çавăнпа тирпейлӗрех пулăр. Çăлтăрсем нумай ыррине сунаççӗ. Юлташăрсен финанс кризисӗ сире пырса тивмӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрне профессире çитӗнӳсем тума ăнăçлă. Хăюллăнах пуçлăх патне кӗрсе хăвăра должноçпа ӳстерме ыйтма пултаратăр. Вăл хирӗç пулмӗ. Ӗçтешсен хушшинче те авторитетăр ӳсет. Агрессивлă та усал çынпа ан хутшăнăр, вӗсем пурнăçăра пăсма пултараççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ӗç енӗпе ăнăçлă та тупăшлă контрактсем тума çулталăкӗпе те чи лайăх тапхăр. Хăюллăнах ӗçлӗ тӗлпулусем палăртăр, çитӗнӳ пулатех. Финанс проблемисем те çухалаççӗ. Юлташсем хушшинче авторитетăр ӳсет. Çул çинче тимлӗ пулăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Çăлтăрсем ку эрнере пурнăçăр тӗпрен улшăнма пултарасса систереççӗ, финанс сферинче пысăк ăнăçу пулӗ. Çемьепе канма кайса килӗр. Килпе çыхăннă ыйтусене урăх вăхăта хăварăр. Вӗçне çитермен ӗçе тинех пурнăçласан çăмăллăн сывласа яратăр. Харпăр пурнăçри проблемăсем те малашне пулмӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев