Сувар

Ку вӑйӑсене СНГ-на кӗмен ҫӗршывсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ

Хусанти 16 объектра 21 спорт тӗсӗпе ӑмӑртусем иртӗҫ, 230 медаль комплекчӗ вылянтарӑнать.

СНГ ҫӗршывӗсем хушшинчи Пӗрремӗш спорт вӑййисем Хусанта августӑн 20-27-мӗшӗсенче иртеҫҫӗ. Ӑмӑрту валли волонтерсене йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ. Пысӑк спорт уявне ТАССР 100 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ.
Волонтерсене ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче йышӑнма тытӑннӑ.

"Программа питӗ анлӑ пулать, волонтёрсем унта хутшăнни те сисӗнмесӗр юлмасть, йӗркелӳ комитечӗшӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ",–тесе пӗлтернӗ ТР Пултаруллӑ ҫамрӑксен академийӗн президенчӗ Александр Карпов.
Хусанта пурӑнман волотерсене Универсиада Ялӗнче пурӑнтарӗҫ.
"Вӗрентӳ министерствипе тата ХФУ-па пӗрле ку йышӑнӑва тунӑ. Эпир кун пек механизмсене маларах иртнӗччӗ ӗнтӗ. Пирӗн ҫынсем унта пурӑнни студентсене кансӗрлемелле мар", – тенӗ Карпов.
Волонтёрсем 16 ҫултан аслӑрах пулмалла. Вӑйӑсене хутшӑнакан кашни ҫӗршывран 15-шер волонтёр килмелле, вӗсем хӑйсен патшалӑхӗсен спортсмем ҫумӗнче пулӗҫ.

«Спортсменсен те, йышӑнакан енӗн те чӗлхе барьерӗ ан пултӑр тесе наципе культура автономийӗсемпе, ҫамрӑксен ассамблейипе пӗрле эпир волонтёрсен корпусне йӗркелетпӗр",– тесе палӑртнӑ ТР Общество палатин халӑхсем тата конфессисем хушшинчи комиссин председатель ҫумӗ Тимур Кадыров.

СНГ ҫӗршывӗсен Пӗрремӗш вӑййисем 14-23 ҫулти 2500 спортсмена пухӗҫ. Хусанти 16 объектра 21 спорт тӗсӗпе ӑмӑртусем иртӗҫ, 230 медаль комплекчӗ вылянтарӑнать.
Ҫак вӑйӑсене СНГ пӗрлӗхне кӗмен ҫӗршывсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: