Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУ ЯЛТА АХАЛЬТЕН МАР КУЛЯСЕМ НУМАЙ

Чакăлтăмӗ, Чураппанӗ, Кăнна Кушкийӗ ӗлӗк Тăхăрьял тăрăхне кӗнине шута илсен, йăла-йӗркесем пӗрешкел пулнине палăртмалла. Çавăнпа та ӗçкӗ-çикӗ пӗрле иртет Сӗвепе уйрăлнă юнашар ялсенчи çынсен.

Пăва районӗнчи Кивӗ Пăрăнтăк – хутăш ял. Кунта ӗлӗкрен Саркамăш ятлă ял пулнă, кайран улпутпа пӗрле Сӗве хӗррине вырăссем килсе ларнă. Ӗлӗк пысăк ялччӗ вăл, анчах паянхи кун шкулне хупнă, сырзаводне хупнă, выльăх ферми ӗçлет-ха. Тата пăрăнтăксен клубӗ пур. Унта çӳреме ял-йыш юратать. Декабрӗн 22-мӗшӗнче Хӗллехи Микула уявне курма та çын нумай пухăннăччӗ.

Фольклора тарăн пӗлекен чакăлтăмсем те каçнă Сӗве леш майӗнчен. «Пилеш» ушкăна таврара лайăх пӗлеççӗ, çавăнпа та Культура çуртӗнче ӗçлекен Ирина Кириллова вӗсене пулăшма чӗннӗ. Чакăлтăмӗ, Чураппанӗ, Кăнна Кушкийӗ ӗлӗк Тăхăрьял тăрăхне кӗнине шута илсен, йăла-йӗркесем пӗрешкел пулнине палăртмалла. Çавăнпа та ӗçкӗ-çикӗ пӗрле иртет Сӗвепе уйрăлнă юнашар ялсенчи çынсен.  
Аса илтеретпӗр, Пăва районӗнчи ЧНКЦ планӗ тăрăх, кашни чăваш ялӗнче халăха пухса пӗрер уяв кăтартмалла. Пăрăнтăксем Хӗллехи Микула ирттерме йышăннă пулнă. Вырăнти чиркӳ вăхăтӗнче Микулай угодник ячӗпе хисепленсе тăнă, вăл таврари чи пӗрремӗш храмсенчен пӗри. Г.Тимофеевăн «Тăхăрьялӗнче» нумай çырнă ун пирки. Çавăнпах-ши çак ялта Кулясем чылай.
ЧНКЦ секретарӗ Анна Никонорова пӗлтернӗ тăрăх, Микула йăлине сцена çинче спектакль формипе хăна йышăннине кăтартнă: «Хур пăсса, парне парса, çурта çутса, кӗлтуса кăтартса пачӗç, – тет Анна Степановна. – Эпир питӗ тӗлӗнтӗмӗр, кӗтменччӗ. Шăрттан туса, сăра вӗретсе ирттерчӗç йăлана».
Малтан палăртнă пек тăвайккинчен кăна ярăнма каяйман уявпа хавхаланнă кивпăрăнтăксем. Çитес çула хăварнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана