Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку йӗрке пурне те пырса тивет

Ӑна пӑхӑнманнисен пысӑк штрафсем тӳлеме тивӗ

  

Тутарстанӑн Премьер-министрӗ Алексей Песошин самоизоляци вӑхӑтӗнче куҫса ҫӳремелли ятарлӑ разрешенисем илмелли йӗркене палӑртакан постановление алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Гражданин 2590 номер ҫине тӳлевсӗр SMS ярать, ҫакӑн пек текстпа: РЕГИСТРАЦИЯ# Хушамат Ят Ашшӗ ячӗ#паспорт серийӗпе номерӗ#пурнакан адрес#Согласен(а) на обработку персональных данных). Тӗслӗхрен, РЕГИСТРАЦИЯ#Иванов Иван Иванович#92199632506#Казань Нигматуллина 5 квартира 9#Согласен(а) на обработку персональных данных.
Хирӗҫ ӑна SMS ярса параҫҫӗ, регистраци кодне ҫырнӑ.
Унтан ҫыннӑн 2590 номер ҫине тепӗр SMS ямалла, унта "ЦЕЛЬ" тесе ҫырмалла та куҫса ҫӳрессин тӗллевне вырӑсла ҫырса кӑтартмалла.
Ирӗк пама пултараҫҫӗ ҫак тӗллевсене кӑна:
Килте никама хӑвӑрма ҫук ачана садика леҫме, пульницана е ветеринари пунктне кайма, виле пытарма кайма, паспорт илме е ҫӗнӗрен тутарма. Унсӑр пуҫне дачӑна кайма, почтӑна ҫитсе килме, кредит организацийӗсене кайма ирӗк илме пулать.
Ҫавӑн пекех чирлӗ тӑвансем патне эмелсем пе продуктсем леҫме, вӗсене пулӑшу пама кайма ирӗк илме пулать.
Енчен те гражданин хирӗҫле SMS илчӗ-тӗк, унта куҫса ҫӳреме ирӗк паракан уникаллӑ код пулмалла тата унӑн срокӗсем.
Ҫав вӑхӑтра, ӗҫе ҫӳрекен ҫынсем валли ӗҫрен паракан справка кӑна кирлӗ пулать. Машинара ларакан кашни ҫыннӑн справка е ирӗк паракан код пулмалла.
Ватӑ ҫынсене продуктсемпе эмелсем леҫекен волонтёрсене куҫса ҫӳремелли справкӑсене ТР Ҫамрӑксен министерстви парать.
Ҫывӑхри лавккара продуктсем туянма, аптекӑна кайма, килти выльӑхсене уҫӑлтарма, мусор тӑкма тухма ирӗк илмелле мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев