Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Куар-кодсăр ăçта кӗртеççӗ?

Вакцинаци тунине е коронавируспа чирлесе ирттернине ӗнентерекен QR-код пулмасан çынна ăçта кӗртеççӗ? Çак ыйту çынсене канăç памасть.

Пысăк суту-илӳ центрӗнче вырнаçман продукт сутакан лавккана, банка, аптекăна, почтăна, библиотекăна, мунчана, прачечнăйне, парикмахерскине куар-кодсăр та кӗме пулать. Обществолла тарнспортпа çăмăллăн усă курма пулать. Кафе е ресторан апатне кӳрсе паракан пулсан кăна заказ пама пулать.

Отельсене вырнаçнă вăхăтра та куар-код кирлӗ мар. Унта пурăнакансем хăна çурчӗ çумӗнчи кафере вакцинаци çинчен калакан сертификатсăр апатланма пултараççӗ.

Роспотребнадзорăн хӗрӳ линийӗн телефонӗ: 8-800-2000-112.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев