Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Куар-кодсăр автобуспа троллейбуса лараймăн

Хусан хыççăн коронавируспа чи нумай чирлекенсем çырчаллинче пурăнаççӗ. Автохулари реанимацисенче выртакан йывăр чирлӗ пациентсенчен 90 проценчӗ ковидран прививка тутарман, çакă вӗсен сывлăхӗшӗн пысăк хăрушлăха çаврăннă.

«Привика тăвас темен çынсем паян хăйсен йышăнăвӗн йӳçӗ çимӗçӗсене пуçтараççӗ, шел пулин те, хăш чухне пиртен инçетре, леш тӗнчере. Анчах кашнийӗ хăйӗн шӗпине хăй суйласа илет», – тесе каланă Çырчалли мэрӗ Наиль Магдеев аппаратлă канашлура.

Хулари сывлăх сыхлав системинчи лару-тăру çăмăл мар, медперсонал çине тиенекен нагрузка сахалланмасть, медиксен талăкӗ-талăкӗпе, канмалли кунсемсӗр, уявсемсӗр ӗçлеме тивет.

Магдеев палăртнă тăрăх, килсе тухнă лару-тăрăва шута илсе Çырчаллинчи влаç органӗсем чару мерисем тӗлӗшӗнчен хушма йышăнусем тума хатӗрленеççӗ.

Иртнӗ шăматкун Правительство Çуртӗнчи иртнӗ канашлура антиковидлă мерăсене çирӗплетесси çинчен пӗлтернӗ. Çапла, икӗ эрнерен прививка тунине ӗнентерекен QR-кода е ăна тума юраман медотвод пурри çинчен калакан справкăна илмен 60 çултан аслăрах çынсен обществолла транспортпа çӳремелли карттисене ӗçлеме чараççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев