Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кубок тытса сӑн ӳкерӗнекенсем йышлӑ пулчӗҫ

Кăçал Пăвасен ентешлӗхӗ те пирӗн хаçата пулăшу аллине тăсрӗ

 КУБОКА КАШНИЙӖН ТЫТСА ПĂХАС КИЛЕТ

Ăна спонсорсем те, йӗркелекенсем те, хутшăнакансем те тытса хитре банер умӗнче ӳкерӗнчӗç. Часах уйрăлма тивет черетлӗ кубокпа та. Вӗсене ӗнтӗ Пăвара 4 хут вылянтартăмăр, унччен Çӗпрел районӗнче пӗр турнир ирттернӗччӗ.

Вăхăт иртет. «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн ӗнтӗ иккӗмӗш çул регионсенчен килнӗ командăсем кӗрешеççӗ. Çак турнира пирӗн питӗ ТР Спорт министерствин хӳттинче ирттерес килет. Мӗншӗн тесен аякра пурăнакан пӗчӗк футболистсен те выляса пăхас килет Пăвари Трусенев ячӗллӗ стадионра. Вӗсене вара çӗнӗ йӗркесемпе тӗттӗмленсен турттарма юрамасть. Апла-тăк хăна çуртне вырнаçтармалла. Ку вара тăкаксем. Вӗсем капла та сахал мар. Спонсорсем пулăшнипе эпир футболистсене вӗри апатпа тивӗçтерме пултартăмăр. Турнира ирттерме ӗнтӗ миçе çул хушши Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин пулăшса пырать. Кăçал Пăвасен ентешлӗхӗ те пирӗн хаçата пулăшу аллине тăсрӗ. Питӗ кăмллă пулчӗ общество организацийӗн президенчӗ Ирек Закиров ачасене вăйăсем умӗн хавхалантарнине итлеме. Пăва районӗн администрацийӗ ытларан та ытларах тимлӗх уйăрать «Сувар» хаçат йӗркелекен турнира. Малашне эпир тăрăшнине республикăри спорт ведомстви малалла тăсса тата çӳллӗрех шая çӗклессе шанас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев