Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУКĂЛЬ ТЕ ПӖÇЕРТӖМӖР, СĂРА ТА ВӖРЕТРӖМӖР

Тутарстан Республикин Правительствин Грантне пурнăçлас тӗлӗшпе Аксу районӗнче тӗрлӗ интереслӗ мероприятисем иртрӗç. «Вунă хăйне евӗрлӗ йăла-йӗрке» наци культурисен марафонӗ» проект пурне те пӗр çӗре пуçтарчӗ. 

Аксу çӗрӗ çинче мӗн авалтан тутарсем, чăвашсем тата вырăссем туслăн пурăнаççӗ. Эпир яланах пӗрле ӗçлетпӗр, пӗрле ачасене ӳстеретпӗр, уявсене те пӗрле ирттеретпӗр. Çӳлерех асăннă проект пирӗн район талантлă çынсемпе, йăла-йӗркепе, наци апачӗпе, ăстаçăсемпе еплерех пуяннине питӗ аван кăтартса пачӗ. Халăхсен тӗрлӗлӗхне упраса хăварма пулăшакан Гранта пурнăçа кӗртесси районти культура учрежденийӗсен площадкисенче уйăх çура тăсăлчӗ. 

Мероприятисем онлайн форматпа Аксу районӗн Культура çурчӗн тата ялсенчи культура учрежденийӗсен социаллă сетьсенчи страницисенче иртрӗ. Чи малтан «Аксу треугольникӗн вăрттăнлăхӗ» гастрономи видеоконкурсне ирттертӗмӗр. Тутарсен наци çимӗçне – виç кӗтеслӗ вак кукăле – пур çӗрте те пӗçереççӗ-ха, анчах та Аксу районӗнче вăл тем тесен те тутлăрах. Вăл пирӗн районăн бренчӗ тесен те йăнăш мар пуль. Ку конкурса 35 çын хутшăнчӗ. Куракансем хăйсене килӗшекен конкурсантсемшӗн сасăларӗç. Сасăсен шутне пӗтӗмлетсен 1-мӗш вырăна Залия Нурхаметова (Çӗнӗ Киремет), 2-мӗшне Гульшат Мингазова (Щербень), 3-мӗшне Ильнар Хафизов (Щербень) йышăнни паллă пулчӗ. Видеоконкурса соцсетьсенче 26336 çын пăхнă, 3837 лайк лартнă. 

Тепӗр конкурс – чăваш сăри вӗретекенсен «Кӗр сăри» видеоконкурсӗ. Сăрана чăвашсем ваттисене хисеплесе, пахча çимӗçе, тырпула пухса кӗртнине палăртса кӗркунне вӗретнӗ. Ку конкурс районти çынсене кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурăнакансене те интереслентерчӗ. Ку конкурссен тӗп тӗллевӗ, чи малтан, вырăнти йăла-йӗркесене, тăван чӗлхесене (конкурссем тăван чӗлхепе иртеççӗ) упраса хăварасси, пӗр-пӗринпе туслă пурăнасси. Конкурса хутшăнакансем чăн-чăн телешоуна хутшăнакансем пекех ăста пулчӗç. Çавна курах-тăр района ТНВ телеканалтан ятарласа передача ӳкерме килчӗç. Беловкăра пурăнакан Нина Кожемановăна тата «Хамăр ял» ансамбле телевизорпа кăтартрӗç кайран. 

«Кӗр сăри» видеоконкурсра Саврăшпуçӗнче пурăнакан Нина Самсонова 1-мӗш, Кивӗ Ӳселӗнчи Федорпа Юлия Охотниковсем 2-мӗш, Илешни ялӗнчи Нина Ижутова 3-мӗш вырăн йышăнчӗç. Видеоконкурса соцсетьсенче 102000 çын пăхнă, 4737 лайк лартнă. 

Тепӗр конкурс – «Вырăссен кăпăш кукăлӗ». Ăна та район çыннисем хаваспах йышăнчӗç. Унта хутшăнакан хӗрарăмсем хӗллехи вăхăтра мӗнрен кукăль пӗçермеллине каласа та, кăтартса та пачӗç. Видеоконкурсра Кукăркӳл ялӗнчи Башатовсен çемйи 1-мӗш, МЮДри Наталья Самойлова 2-мӗш, Кивӗ Мăкшелӗнчи Елена Жукова 3-мӗш вырăна тивӗçнӗ. Видеоконкурса соцсетьсенче 45000 çын пăхнă, 6783  лайк лартнă. 

Видеоконкурссем культура учрежденийӗсем ирттерекен онлайн мероприятисем халăха еплерех кирлине кăтартса пачӗç. Хальхи мелсем культура мероприятийӗсене пӗр вăхăтрах нумай çынна хутшăнтарма май параççӗ, мӗншӗн тесен халăхăн пысăк пайӗ социаллă сетьсемпе туслă. Конкурссем ирттерни вара пассивлă пользовательсене хастар пулма, сасăлама, комментарисем çырма, çӗннине пӗлме хистеççӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, видеоконкурссем хутшăнакансене те, куракансене те питӗ килӗшрӗç.

Надежда МИШИНА.

Автор сăнӳке рчӗкӗсем. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев