Кукамай ялан пире кӗтет
Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу шкулӗнче вӗренекен Мария Катина хăйӗн кукамăшне çурхи уяв ячӗпе ăшшăн саламласа вăрăм ӗмӗр сунать
Манăн кукамай – Зоя Васильевна, вăл 60-тан иртнӗ, Кивӗ Чакă ялӗнче пурăнать. Кукамай – ырă кăмăллă, таса чунлă, çепӗç те ӗçчен çын. Унăн ултă мăнук. Вăл пурсăмăра та пӗр пек юратать.
Кукамай ялан пире кӗтет. Ун патӗнче пурте пӗрле пуçтарăнни – пирӗншӗн чăн-чăн уяв. Кашнинче эпир килнӗ çӗре сӗтел тулли тутлă апат-çимӗç лартса хурать. Маншăн чи тутли – кукамай пӗçернӗ кукăльсем. Вăл вӗсене кишӗртен, купăстаран, çăмартаран, иçӗм çырлинчен пӗçерет. Кукамай мана та кукăль пӗçерме вӗрентет. Унпа вăхăт ирттерме юрататăп. Вăл мана интереслӗ историсем каласа парать. Тепӗр чухне вăйăсем те выляса илетпӗр.
Çавăнпа та ман ялан кукамай патне каяс килет. Эпӗ ăна питӗ юрататăп. Кукамая çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатăп. Яланах вăл пирӗн çумра пултăр!
Мария КАТИНА.
4-мӗш класс.
Катинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: Мария Катинан кукамăшӗ Зоя Васильевна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев