Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кукамайпа мăнаçланатăп!

Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу шкулӗнче вӗренекен София Мерчина кукамăшне питӗ юратать, уяв ячӗпе саламлать

Манăн юратнă кукамай – Нина Григорьевна Кузьмина. Вăл 71 çулта, тивӗçлӗ канура. Кукамай Аслă Аксу ялӗнче пурăнать. Пӗчӗкренех ӗçе хăнăхса ӳснӗскерӗн ӗçчен аллишӗн ялан ӗç тупăнать. Кукамай нихăçан та ахаль лармасть. «Ӗç вăл – пурнăç илемӗ», – тет. Вăл пире пур ӗçе те пӗтӗм чун-чӗререн тăрăшса, юратса, тирпейлӗ тума вӗрентет. 

Кукамай ялан усăллă апат, тутлă кукăль пӗçерсе çитерет. Пирӗн шкулти çитӗнӳсемпе интересленсех тăрать, яланах малтисен ретӗнче пулма хушать. 

Эпӗ кукамая выльăх-чӗрлӗх пăхма, апат пӗçерме, савăт-сапа çума пулăшатăп. Çуллахи вăхăтра вăл пахчара нумай вăй хурать, тӗрлӗ пахча çимӗç ӳстерет, асаттепе пӗрле вӗлле хурчӗсем пăхаççӗ. 

Эпӗ кукамая питӗ юрататăп, унпа мухтанатăп, мăнаçланатăп. Ăна телейлӗ пурнăç, çирӗп сывлăх сунатăп.

София МЕРЧИНА. 

4-мӗш класс.

 

Мерчинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: София Мерчина кукамăшӗпе Нина Григорьевнăпа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Международный женский день