Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУЛИЧ РЕЦЕПЧӖ

Çăнăх çине тăвар, кардамон, разрыхлитель тата ванилин хушса пăтраштармалла

Çăмарта шуррине лăкаса кăпăклантармалла. Çăмарта сарри çине сахăр песокӗ хушмалла та лайăх пăтраштармалла, унтан çемçе услам çу хушмалла. Туранă улма-çырла, çăнăхăн виççӗмӗш пайне хушса пăтраштармалла. Унтан сӗт, çăмарта шуррине, юлнă çăнăха пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хушса чуста çăрмалла. Хатӗр чустана çуланă кекс пӗçермелли е урăх форма çине хумалла та хатӗр пуличчен пӗçермелле (хатӗр пулнине çинçе йывăç патакпа шăтарса пăхса пӗлме пулать: енчен те патак чиксе кăларсан типӗ-тӗк, кулич хатӗр). Хатӗр куличе кам мӗнле пӗлет, çапла илемлетмелле. 

350 г çăнăх, 150 г сӗт, 150 г сахăр песокӗ, 125 г услам çу, 4 çăмарта  шурри, 5 çăмарта сарри, 2 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 чей кашăкӗ ваниль сахăрӗ, çур чей кашăкӗ тăвар, çур чей кашăкӗ кардамон, çур стакан типӗтнӗ улма-çырла кирлӗ. 

 

МĂНКУН – ШУРĂ  ШОКОЛАДПА ТАТА  СГУЩЕНКĂПА

Шурă шоколада вакласа кӗленче савăт çине хумалла та микроволновкăна лартса ирӗлтермелле. Тăпăрч тата сгущенка хушса блендерпа пăтраштармалла. Кăмăл пулсан типӗтнӗ улма-çырла е цукат хушма юрать. Хутăша пасочница çине тултарса темиçе сехетлӗхе пусарса хумалла. Кайран илемлетмелле. 

100 г шурă шоколад, 400 г тăпăрч, 200 г сгущенка, типӗтнӗ улма-çырла е цукат кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев