Сувар

Культура проекчӗсемпе пире ҫитекен ҫук

Ялсенче клубсем уҫассипе те Тутарстан малта пырать

ТР Культура министерствин Хусанта иртекен коллегине РФ культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ.
"Паян Тутарстан мӗн пур енӗпе малта пыракан регион, культура сферинче те отрасль кӑтартӑвӗсемпе малта" , – тесе палӑртнӑ Мускав чиновникӗ.
"Культура" наци проектне Тутарстан планран иртсе пурнӑҫланӑ, цифрӑсемпе пӑхсан, ку ҫӗршыври чи лайӑх кӑтартусенчен пӗри.
Статистикӑна пӑхсан, Тутарстанри кашни пурӑнакан ҫулталӑк тӑршшӗпе 6 хут культура учрежденийӗнче пулать.
2019 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе пултарулӑх мероприятийӗсене, гастрольсене, фото-фестивальсене илсен, республика Атӑлҫи округӗнче малта пырать. Музей проекчӗсемпе те Тутарстан ытти регионсен хушшинче малта пырать, ҫынсене музейсене илӗртессипе Раҫҫейре виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать.
 

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: