Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кума, атя кино курма!

Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.

 Аксупа Нурлат районӗсем кӗтнӗ ҫак тӗлпулусене. Кивӗ Тимушкелӗнче киноделегацине Аксу районӗнчи Культура управленийӗн ертӳҫи Алексей Тимирясев, вырӑнти Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Роза Чентаева, районти кинопрокат уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Панюков, Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ҫӑкӑр-иӑварпа, пыл-сӑрапа кӗтсе илчӗҫ.

Чӑваш кино кунӗсен пӗрремӗш кунӗсенче куракансем Чӑвашкино представителӗсемпе, Сергей Щербаков сценаристпа тӗлпулчӗҫ пулсан, Аксупа Нурлат районӗсенче – Светлана Алякимова ҫамрӑк режиссерпа.
Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ. Тимушкелсем те сахалӑн килмен киносеанса.
Вӑл вӗҫленсен залран тухакан ҫынсенчен сеанс мӗнле туйӑмсем ҫуратни ҫинчен ыйтсан, мана килӗшмерӗ тесе калакансем пулмарӗҫ.
"Питӗ кӑмӑла кайрӗ", "Кӑмӑл тулчӗ, тавтапуҫ", "Тахҫанах кӑтартма тытӑнмалла пулнӑ", – пулчӗҫ хуравсем.
Тимушкел клубӗнчи сарлака экран ҫинче тата та чӑвашла киносем курасшӑн ҫынсем. Районти Культура управленийӗн ертӳҫи Алексей Тимирясев ку ялта малашне те кино кӑтартас шухӑшлӑ. Халӑх вырсарникун кинона кайма кӑмӑл турӗ. Чӑваш кино кунӗсен программине кӗнӗ пур фильма та кӑтартма шутлаҫҫӗ Аксу районӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев