Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек шӑрӑхпа вырма час вӗҫленет

Юрать-ха Пӑва районӗнчи "Заря" агрофирмӑра ют ҫӗршывсенчен кӳнӗ е вӗсемпе пӗрлешсе тунӑ комбайнсенче кондиционерсем пур

 

Ирхине вырма тытӑннӑ анапа ҫӗнетнӗ "Донсем" те ӳстернӗ иккӗмӗш хӑвӑртлӑхпа ҫӳреҫҫӗ. Жаткӑсене тӑвӑлса лармалӑх ырашӑн та масси сахал-тӑк, ытти культурӑсем ҫинчен мӗн каламалли? Кун пек тепмпсемпе ӗҫлесен, "Заря" агрофирмӑра ку эрнере уҫӑмсене вырса пӗтерме тивӗҫ. Шел, тырӑ тухӑҫӗ кӑна ытлашши савӑнтармасть комбайнерсене.
–Гектартан 15-20 центнер тухать кӑҫал, – тет Михаил Павлов. Вӑл ҫӗнетнӗ "Донпа" 10-мӗш сезон ӗҫлет. Ывӑлӗ Сергей ӑна пулӑшса пырать. Михаил сӑмахӗсемпе, "Агросра" (ҫӗнетнӗ "Дон") тӗп механизмсене импортлисемпе улӑштарнӑ. Ҫакӑ жатка редукторне те, "хайчисене" те пырса тивет. 90-мӗш ҫулхи "Донсенче" жатка ҫӗмӗрӗлсе час часах вырма процессне сехетлӗхе чарса лартатчӗ. Кунта сӑмах "ывӑнакан" тимӗр пирки пынине хирте "ҫӗҫӗ" клепат тунӑ ҫынсем ӑнланаҫҫӗ пулӗ тетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев