Сувар

Кун пекки историре урӑх пулмалла мар

Раҫҫейӗн территорийӗсене ютшӑнтарма юраманни пирки калакан тӳрлетӳсене Конституцие кӗртмеллех пулнӑ

Раҫҫейре политика конкуркнцийӗ ҫивӗчленнине кура, ҫӗршывӑн хӑйне юридици тӗлӗшӗнчен сыхламалла. Ҫак шухӑша Хусанти Наукӑпа тӗпчев технологи университечӗн Патшалӑх, муниципаллӑ управленийӗн тата социологи кафедрин заведующийӗ, социологи наукисен докторӗ Андрей Тузиков каланӑ.
Конкурентлӑ кӗрешӳ вӑйланнине курса тӑратпӑр, ҫӗршывсем хӑйсен интересӗсемшӗн ҫеҫ пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫакнашкал геополитика конкуренцийӗн условийӗсенче, ӑна халӑхсем хушшинчи судсем тӑрӑх ан сӗтӗрччӗр тесе, Раҫҫейӗн акцентсене юридици тӗлӗшӗнчен вырӑна лартмалла", – тесе палӑртнӑ Тузиков.
Ҫавӑн пекех вӑл, кирек хӑш ҫӗршыв та хӑйӗн территорийӗсене упрасшӑн пулни ҫинчен каланӑ. Ҫавӑнпа та, ученый шухӑшӗпе, Раҫҫейӗн территорийӗсене ютшӑнтарма юраманни пирки калакан тӳрлетӳсене Конституцие кӗртмеллех пулнӑ.
"Ҫак тӳрлетӳ тахҫанах кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗршывӑн историйĕнче территорисене кӳршӗсене панӑ тӗслӗхсем пур, Крым тата ытти те. Кун пекки урӑх пулмалла мар", – пӗтӗмлетнӗ Андрей Тузиков.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: