Кунта нимӗнле проблема та çук. Эпӗ ăна курмастăп
Шкулсем пилӗк кунлăх вӗрентӳ эрнине куçаççӗ-и е çук-и? Çак ыйту çине ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Вӗрентӳ сферинчи надзорпа контроль департаменчӗн ертӳçи Рамис Музипов тата «Çӗнӗ шкул» парти проекчӗн координаторӗ Асия Тимирясова хуравланă.
Тӗлпулу модераторӗ, РФ Патшалăх думин депутачӗ Альфия Когогина палăртнă тăрăх, пилӗк кунлăх вӗренӳ эрни пирки ашшӗ-амăшӗсем паракан ыйту паянхи кун чи анлă сарăлнисенчен пӗри.
«Кунта нимӗнле проблема та çук. Эпӗ ăна курмастăп. Закон енчен нимӗнле чарусем те çук. Ку йышăнăва вӗрентӳ учрежденийӗ тумалла, вăл хăйӗн ӗç режимне палăртать. Шкула меллӗ-и, ашшӗ-амăшӗсене тивӗçтерет-и пилӗк кунлăх вӗренӳ эрнине йӗркелени – веçех çакăнтан килет. Хăш-пӗр уйрăмлăхсем çав çавах пур вӗт: пилӗк кунлă эрнере вӗренӳ нагрузки ӳсет, çак ыйтăва татса парса эпир хушма йывăрлăхсем туса хумастпăр-и?», – тенӗ Рамис Музипов.
Спикер палăртнă тăрăх, вӗрентӗве пайлама пулать: Пилӗк кунне шкула çӳреме, шăматкуна дистанцире вӗренме. Е шăматкуна чи сахал нагрузкăллă уроксене куçарма.
Асия Тимирясова шухăшӗпе, пилӗк кунлăх лайăхрах. Паянхи кун ултă кунлăх вӗрентӳ шкулсенчи нагрузкăна чакрама пулăшать, мӗншӗн тесен хула шкулӗсем тулнă. Çапах çӗнӗ вӗрентӳ учрежденийӗсем нумай тăвăнаççӗ. Тен, малашне республика шкулӗсем шăматкун канӗç те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев