Сувар

Куҫса ҫӳремелли суя справкӑшӑн унӑн хуҫине явап тыттарӗҫ

Ҫакӑн ҫинчен ТР прокурорӗн Аслӑ пулӑшаканӗ Руслан Галеев каласа панӑ

Пӗтӗмӗшле изоляци вӑхӑтӗнче ӗҫне чарман организацисен перечнӗ пур. Ҫапла вӗсен шутне медицина, аптека организацийӗсем, халӑха апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе тивӗҫтерекен компанисем, васкавлӑ юсав ӗҫӗсем ирттерекен фирмӑсем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хыпар хатӗрӗсене кӑларакан организацисем ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫакнашкал организацисен ӗҫченӗсен хӑйсемпе пӗрле ТР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗ тӑрӑх ҫирӗплетнӗ формӑпа ӗҫрен панӑ справкӑсем пулмалла.
"Уйрӑмах асӑрхаттарас килет, ӗҫрен панӑ справка Тутарстан Республики тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳреме май памасть, вӑл килтен ӗҫ вырӑнне тата каялла кайма кӑна",– тесе палӑртнӑ прокуратурӑра.
Надзор ведомствинче суя справка тунӑшӑн тата чарусен йӗркине пӑснӑшӑн штраф пама е компанин ӗҫне чарса лартма пултарни ҫинчен  асӑрхаттарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: