Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кушка куҫран кулать

Вӗçкӗн Ваççан арăмӗ диетăна ларнă тет

 Чăнкă Мирунăн хӗрӗ ашшӗне:

– Атте, ӳссен эпӗ сан пекех хитре пулатăп-и?
– Ну... ман шутпа, аннӳ пек хитре пулатăн.
– Ой, çук, анне пек хитре пулма нумай тăрăшмалла. Вăл малтан питне крем сӗрет, унтан тушьпа куç хăрпăкӗсене сăрлать, помадăпа тутине пӗветет, вара прическа тăвать... Эсӗ вара ирхине вăранатăн, питне çăватăн та – чип-чипер!
* * *
Пӗрремӗш ача çуралсан пӗтӗмпех лайăх çăватпăр, якататпăр, вӗрететпӗр. Иккӗмӗш ачапа – çăватпăр, хăш чух якататпăр, кушак савăтӗнчен апат ан çитӗр тесе сăнатпăр. Виççӗмӗш ача çуралсан... Ача кушак савăтӗнчен çисен те çакă кушакăн проблеми çеç.
* * *
– Сан телефонунта Мирун ятпа çӗнӗ контакт пуррине куртăм. Çав номерпе шăнкăравласа пăхрăм эпӗ, хӗрарăм тытрӗ. Çакна мӗнле ăнланмалла? – пăр тустарать Чипер Марине упăшкине.
– Мӗн ăнланмалла марри вара кунта? Унта та сан пекех тăрпалтай Мирунăн телефонӗнчи Ваççа текен контакт кам пулнине тӗрӗслесшӗн пулса телефона ярса тытнă ӗнтӗ, – çухалса каймасть Вӗçкӗн Ваççа.
* * *
Вӗçкӗн Ваççан арăмӗ диетăна ларнă тет. Ваççа та, арăмне юлташа тесе, унран юлман хайхи. Çӗрле. Пурте çывăраççӗ. Ваççа çывраймасть, унăн​ çав тери апат çиесси килет. Шăппăн кăна вырăн çинчен тăрать те хайхи чӗрне вӗççӗн тӗпелти холодильник еннелле утать. Холодильнике уçса котлет илет те сӗтел хушшине çиме ларать. Çутă çутатмасть, паллах. Сасартăк тӗпеле ывăлӗ кӗрсе тăрать. Ваççа ывăлӗ хăйне ан куртăр тесе сывлама та хăраса ларать. Унччен те пулмасть – ывăлӗ çутта çутатать. Ваççан тӗлӗннипе çăварӗ карăлсах каять – сӗтелӗн тепӗр хӗрринче арăмӗ апат çисе лара парать!
* * *
Телефон шăнкăртатать те Чăнкă Мирун такампа калаçса илет.
– Кам шăнкăравларӗ? – тӗпчет арăмӗ.
– Тем, ăнлансах пӗтермерӗм... Синоптик пулчӗ-и çав?..
– Мӗншӗн апла шутлатăн?
– Ара: «Хӗвелӗм, мӗнле вара, горизонт таса-и унта?» – тесе ыйтрӗ те...
* * *
Кукша Кӗркури килне таврăнать тет.
– Ăнланмарăм, эпӗ мӗншӗн шăршă туймастăп? – тет хайхи.
– Тен, санăн коронавирус апла? – шикленсе ӳкет арăмӗ.
– Çук-çук, эсӗ ирхине эп килнӗ çӗре икерчӗ пӗçерсе хурăп терӗн вӗт, эп икерчӗ шăршине те туймастăп, икерчине те курмастăп...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев