Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Куйбышев шыв управӗн тарăнăшӗ ею пуçланнă вăхăта аллă метр шайӗнче пулать

Тутарстан Республикин Экологи министерствинче пӗлтернӗ тăрăх, экономикăн тӗрлӗ отраслӗсен кирлӗлӗхне кура Куйбышев шыв управӗн гидроузелӗн ӗç режимӗ те тӗрлӗрен пулать. Хальхи вăхăтра шыв управӗн шайӗ Балтика системипе 50 метр тарăнăшра.

Çак кăтарту çурхи шыв сарăлас умӗнхи минималлă кăтартуран икӗ метр çӳллӗрех.

«Пулăсен промысел тӗсӗсем вăлча сапмалăх лайăх условисем пулччӗр тесен, Куйбышев шыв управӗн шайне 52,5 метрта е çӳллӗрех кăтартура тытса тăмалла. Шыв температурине, çанталăк условийӗсене, гидрологи лару-тăрăвне кура пулăсен вăлча сапмалли вăхăчӗ куçма пултарать, çапах та вăл вăтамран илсен, май пуçламăшӗпе июнь варриччен пырать», - тесе пӗлтернӗ ТР Экологи министерствин гидрогеологи тата шывпа усă курассине тимлекен уйрăмăн начальникӗ Татьяна Васильева.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев