Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Куйбышев шыв управӗнчен 14 путнă карапа кăларма палăртаççӗ

Федераллă шайра тӗрев панă проектпа Тутарстан Куйбышев шыв управӗн тӗпӗнчен 14 путнă карапа кăларма палăртать. Çакăн çинчен ТР экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков пӗлтернӗ.

«Эпир 90 путнă суднона тӗпчерӗмӗр – мӗнле материалтан тунă вӗсене, виçи мӗнле тата мӗнлерех кăларма пулнине. Паянхи кунта «Росморречфлотпа» Куйбышев шыв управӗн тӗпӗнчен 14 суднона кăларас ыйтăва сӳтсе яватпăр», – тенӗ Александр Шадриков.

Кунта ыйтусем сахал мар, çав шутра юридиципе çыхăннисем те. Тӗслӗхрен, çак судносен хуçисем камсем, кăларнă хыççăн вӗсем камăн пурлăхне куçаççӗ, металлолома пама юрать-и е çук-и? Ӗçсене кăçал пуçлассипе пуçламасси те хальлӗхе паллă мар. Хальхи вăхăтра «Росморречфлот» судносене мӗнлерех кăлармалли меслетсене пăхса тухать. Хăйӗн йышăнăвӗ пирки подрядчик экологсене август уйăхӗнче пӗлтерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев