Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Кузбасра иртнӗ шахтерсен Сабантуйӗнче Тутарстан ҫынни ҫӗнтернӗ

Кӗрешекенӗсене те хӑйсемпе пӗрле илсе ҫӳресси тулашра Сабантуйсем ирттерекенсен хушшинче йӑлана кӗнӗ

Ҫырчаллинче пурӑнакан Ранис Гилязетдинов тутарла кӗрешсе паттӑра тухнӑ. 

"Кӗрешӳре ҫӗнтернишӗн эпӗ питӗ те хавас, мӗншӗн тесен конкуренци питӗ пысӑк пулчӗ. Эпӗ ӗнтӗ 10 ҫул кӗрешӳпе аппаланатӑп. Еуманӑн Сабантуйри улттӑмӗш ҫӗнтерӳ", – тенӗ журналистсене паттӑр.

Ранис Гилязетдинов ТР Президентӗнчен Рустам Миннихановран тӗп парнене – автомобиль илме тивӗҫнӗ. Ҫӑмӑл машинӑна Сабантуйччен темиҫе кун маларах Кемерово облаҫне илсе килнӗ пулнӑ. Автомобильсӗр пуҫне кӗрешӳ паттӑрӗ парнелӗх така та илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев