Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗвӗҫӳ алӑка ҫӗмӗрттерет

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑн культура министрне Хусанти циркра пулса иртни пирки вӑхӑтлӑ реакци пулманни пирки тӗллесе кӑтартнӑ

 

Социаллӑ сетьсене Хусанти циркӑн директорӗ Рамиль Шарифуллин кабинетсенчен пӗрне еплерех уҫма хӑтланни пирки видео лекнӗ. Вӑл кабинетра унран пытанса циркра ӗҫлекен хӗрарӑмсенчен пӗри питӗрӗнсе ларнӑ пулнӑ. 

Видеокадрсенче ӳсӗр арҫын алӑка шаккать, унтан темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе тирет. Ӑна циркӑн кассирӗ кӑна лӑплантарма пултарать. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал хӑтланӑвӑн сӑлтавӗ – арҫын кӗвӗҫӗвӗ.
Рустам Минниханов асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, обществона пӑлхантарнӑ лару-тӑрупа тивӗҫлӗ дисциплинарлӑ йышӑну пулмалла.
Журналистсемпе тӗлпулнӑ вӑхӑтра Тутарстанӑн культура министрӗ Ирада Аюпова Хусан циркӗн директорӗ пирки мӗн пур йышӑнӑва ӗҫ тӗрӗслевне ирттернӗ хыҫҫӑн тӑвассине пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев