Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

К.В. Ивановăн тăван енне гастроле

Апрелӗн 17 – 19-мӗшӗсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн гастролӗсем Ӗпхӳре иртеççӗ

Апрелӗн 17 – 19-мӗшӗсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн гастролӗсем Ӗпхӳре иртеççӗ

 Чăваш артисчӗсем Ӗпхӳри «Нур» патшалăх тутар театрӗн сцени çинчен виçӗ спектакль кăтартаççӗ: «Вĕри юнлă çемçе чун» (И.Максимов-Кошкинский, режиссерӗ В.Яковлев), «Шуйттан чури» (Я.Ухсай, режиссерӗ Н.Сергеева) , «Туя туй пек тăвар-и?» (А.Тарасов, режиссерӗ В.Яковлев). Апрелӗн 20-мӗшӗнче Стерлитамакра пулаççӗ.

«Пирӗн гастроль репертуарӗнче икӗ драма тата пӗр хальхи вăхăтри чăваш авторăн комедийӗ. Ӗпхӳре кăтаратакан пӗрремӗш спектакль «Вĕри юнлă çемçе чун» драма Константин Васильевич Иванов поэтăн пурнăçӗ çинчен каласа парать, Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ чăваш литературин классикӗ тата «Нарспи» поэмăн авторӗ. «Шуйттан чури» драмăн авторӗ Чăваш халăх поэчӗ Яков Ухсай та Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ.  

Кунта 115 пин чăваш пурăнать. Паллах, Чăваш драма тетарӗ гастрольсемпе килсех çӳрет кунта», – каласа панă ЧР халăх артисчӗ Геннадий Медведев Ӗпхӳри информаци агентствинче.

Артист çавăн пекех икӗ Республикăн хальхи вăхăтри культура çыхăнăвӗсем  çирӗп пулни çингчен, пӗр-пӗринпе хутшăнса ӗçленине каласа панă. Халӗ, тӗсӗлӗхрен, К.В.Иванов ячӗллӗ театр пушкăрт писатель-фронтовикӗн Нажиб Асанбаевăн пьеси тăрăх «Аманнă шăпа» спектакль лартать, кӗçех унăн премьери пулмалла .

Ӗпхӳри гастрольсене чăваш драма театрӗ «Большие гастроли» проект пулăшнипе ирттерет. Кăçалах кӗркунне «Нур» театрăн гастролӗсем те Шупашкарта çак проект витӗмӗпе иртӗç. Чăваш тата Пушкăрт республикисенчи театрсен ӗçченӗсем пӗр-пӗрин патне çапла  майпа çӳреме пулăшнăшăн РФ Культура министерствине тав тунă. Ку театарсене пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлеме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май панине палăртнă.

Сăнӳкерчӗк И.Кузьминан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр