Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лакӑр йӑлисем чӗрӗлеҫҫӗ

Иртнине аса илсе хальхи сине пӑхса кулянса ларма пулать темӗнччен те. Пирӗн хушӑра хак паракансем нумай, тытӑнса тӑвакан ҫукрах.

Тутарстанри нумай чӑваш ялӗнче Питрав уявне официаллӑ палӑртма пуҫларӗҫ. Сак ялсем ҫумне кӑҫал Ҫарӑмсан районӗнчи Лагерка та хушӑнчӗ. 

Тӗрӗссипе кӑласан, кунта йӑласене пайтахранпа ирттермен, хӑшне-пӗрне мана та пуҫланӑ. Ҫапах Питрав кунӗ Уява ӑсатнине астӑваҫҫӗ-ха. Ҫавӑнпа та Хусанта культуролога вӗренекен Екатерина Семкичева хатӗрленӗ программӑпа ял-йыш хаваспах хутшӑннӑ.

Шкул ачисем Уяв ирттермелли йӑлана, чӑваш вӑййисене, Питравччен юрламалли юрӑсене вӗренсе пыни те усӑллӑ ӗҫ. Ку чухне вӗсен ҫумӗнче аслисем пулни килӗшӳллӗ. 

Уяв Ларионовсен умӗнчи уҫӑ вырӑнтан пуҫланнӑ. Ӑна йӗркелекенсем тӗрлӗ тӗслӗ шарсемпе, банерпа илемлетнӗ. Ачасемпе хатӗрленӗ программа вӗҫленсен, аслисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ хыҫҫӑн, Лагерка Питравӗн тепӗр тархӑрӗ пуҫланнӑ. 

Уява хутшӑнакансем - чӑвашла тумланнисем те, тумланманнисем те йышлӑ пулнӑ вӗсен хушшинче - лавкапа ҫӑлкуҫран иртсе ту сине хӑпарнӑ. Ӗлӗк лакӑрсем Уява ҫавӑнта ӑсатса янӑ пулнӑ, кӑҫал та йӑланӑ пӑсман. 

60 ҫул каялла Лагерка ялӗнче пине яхӑн ҫын пурӑннӑ, виҫӗ бригадӑра виҫӗ таканкки тунӑ Мӑнкун умӗн. Мӗн каламалли. Иртнине аса илсе хальхи сине пӑхса кулянса ларма пулать темӗнччен те. Пирӗн хушӑра хак паракан "специалистсем" нумай, тытӑнса тӑвакан ҫук. 

Юрать-ха пулас режиссерӑн диплом ӗҫӗ халӑх кӑмӑлӗпе тӳр килнӗ. Купӑс калаканнине те Самар облаҫӗнчен тупнӑ, ташлаканнисене те Хусантан чӗнтернӗ. Маттур, Семкичева! Унсӑрӑн кураяттӑмӑрччӗ-и эпир ҫакӑн пек илемлӗ те пӗтӗм йӗркесене пӑхӑнса ирттернӗ Уява?

Гумер Кадыров сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев